Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хỹтлĕх ăшши - чи пысăк парне

о Декабрĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери Инвалидсен кунĕ

Хỹтлĕх ăшши - чи пысăк парне

Инвалидсене çăмăллăхсем парса пулăшасси районта "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" федераци саккунĕпе пурнăçланса пырать.

2004 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 1934 инвалид. Вĕсен шутĕнчен: тĕрлĕ чир-чĕрсемпе инвалида тухнисем - 1392, ĕçре сусăрланса юлнисем - 72, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем - 57, I ушкăнри инвалидсем - 174, II ушкăнрисем - 850, III ушкăнрисем - 800, ачалăхри инвалидсем - 200, инвалид-ачасем -116.

Федераллă программăпа килĕшỹллĕн пирĕн çĕр-шывра хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă çемьепе ачасене пулăшу паракан территори центрĕсем уçăлса пыраççĕ. Палăртнă учрежденисенче йывăр шăпаллă инвалид-ачасене медицина тата психологи пулăшăвĕ, инвалид-ачасене пăхса çитĕнтерекен çемьене социаллă хỹтлĕх параççĕ. Пĕр сăмахпа, çак учрежденисем социаллă адаптаци центрĕсем пулса тăраççĕ. Центрта социаллă педагогсем, психологсем, медиксем, социаллă хỹтлĕх енĕпе ĕçлекен ытти специалистсем тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ, "ырă сăмах эмелтен паха" тенĕрен ăшă сăмахпа сиплеççĕ.

Кăçал районта пурăнакан 4 инвалид-ача сывлăха çирĕплетекен "Вега", 3 инвалид - "Волжские зори", 3 - "Чувашия курорт", 2 инвалид - "Волжанка" санаторисенче канса сывлăхĕсене çирĕплетме пултарнă. Райадминистрацин халăха социаллă хỹтлĕх паракан управленийĕ урлă 8 инвалид-ача сывлăха çирĕплетмелли лагерьсемпе учрежденисенче каннă. Палăртмалла: путевкăсене ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерстви тỹлевсĕр уйăрса панă.

2004 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче инвалидсене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу тỹлевĕсемшĕн 663,1 пин тенкĕ уйăрса саплаштарнă, тỹлевсĕр эмел туянма - 604,2 пин, шăл протезĕсем лартма 253,2 пин тенкĕ уйăрса панă.

В. ИВАНОВ,

райадминистрацин

социаллă хỹтлĕх пайĕн

начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха

туса пыраканĕ.



01 декабря 2004
00:00
Поделиться