"Пĕрлĕхлĕ Раççей" - çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн
о Партисемпе юхăмсем
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" - çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн политсоветне пирĕн районта 2002 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Районта пурăнакан кашни çыннах "Пĕрлĕхлĕ Раççей" курăмлă ĕç тума пултаракан парти пулнине ăнлантарса Раççей çĕр-шывĕн çирĕплĕхне упрать, патшалăх аталанăвĕн малашлăхĕ валли кирлĕ яваплă йышăнусем тума пулăшать. Çавăнпа та "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕ хăйĕн çине пысăк яваплăх илсе кашнине тивĕçлĕ пурнăç туса парассишĕн тăрăшать. Парти членĕсем те çĕр-шывăн ырă малашлăхне куракан, тĕрĕслĕхшĕн çунакан, пысăк активлăхпа палăрса тăракан ăслă-тăнлă çынсем. "Упасен" районти уйрăмĕн политсовечĕн секретарьне - райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникне А.ВЕСЕЛОВСКИЕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтрăм.
- Александр Николаевич чи малтанах вулакансене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен кĕскен.
- "Пĕрлĕхлĕ Раççей" пĕтĕм Раççейри политика партийĕ пулса тăрать. Вăл "Единство" тата "Отечество" обществăлла организацисем пĕрлешсе кайнипе пулса кайнă. Парти хăйĕн ĕç-хĕлне Раççей Федерацийĕн тĕп саккунĕпе - Конституципе, саккунсем кăларакан органсемпе килĕшỹллĕн Устава пăхăнса пурнăçласа пырать.
- "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕ миçе çынран тăрать?
- Паянхи куна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" членĕсем - 370 çын. Вĕсен шутĕнче ытларах культура, искусство, вĕрентỹ, хăй тытăмлăх органĕсенче, ял хуçалăхĕнче тата ытти сферăсенче тăрăшакансем. Палăртмалла: иртнĕ пухура кăна "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" çĕнĕ членĕсене савăнăçлă лару-тăрура парти билечĕсем патăмăр.
Партин 25 пуçламăш уйрăмĕсенче 370 член шутланса тăрать. Пуçламăш организацисене ял, поселок администрацийĕсен территорийĕсенче 18 йĕркеленĕ.
- Партин тĕп тĕллевĕ мĕнлерех?
- Тĕп тĕллев кунта паллă. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕ район администрацийĕпе тачă çыхăну тытса парти членĕсем тăрăшнипе мĕн пур халăха умра тăракан çивĕч, кăткăс ыйтусене ăнăçлă пурнăçлассишĕн кĕрешме мобилизацилесси пулса тăрать. РФ Президенчĕ В.Путин та "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" политика вăйĕ пысăк пулнине палăртнă. Патшалăха аталантарас, ырă малашлăха çул уçас тесе парти членĕсем пурнăçа ырă витĕм кỹрекен йышăнусем тăваççĕ, хăйсем çине пысăк яваплăх илеççĕ. Ку енĕпе парти членĕсем çирĕп ĕçлеççĕ, каланă сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ.
Районти вĕрентỹ пайĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин халăха йышăнакан пỹлĕм вырнаçнă. Унта çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусем çине пысăк квалификациллĕ специалистсем хуравсем парĕç.
- Халăха спонсорла пулăшу парасси мĕнле шайра?
- "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн политсовечĕ районта тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 11 çынран тăрать. Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене пулăшу парассишĕн тăрăшать, спорт мероприятийĕсем ирттернĕ çĕрте, ытти тĕрлĕ уявсенче спонсорла пулăшу парать. Ыр кăмăллăх акцисене активлăн хутшăнса парнесем парса хавхалантарать.
В. ГУРЬЕВА калаçнă.