Терт-нуша нумай куртăмăр
о Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн
Терт-нуша нумай куртăмăр
Пĕр-пĕр яла кайсан эпĕ тỹрех ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулса калаçма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен эпĕ хам та Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче шкулта выçăллă-тутăллă вĕреннĕ, колхоз производствинче тар юхтарса ĕçленĕ. Çавăнпах-и, тен, ветерансемпе калаçнă чухне сăмах çăмхи çăмăллăн сỹтĕлет.
Акă, нумаях пулмасть манăн Кĕлкеш ялĕнче пулма, Галина Шарова ĕç ветеранĕпе калаçса ларма тỹр килчĕ.
"Эй-й, эпир вăрçă вăхăтĕнче курнă терт-нушана каласа та, çырса та пĕтерес çук пулĕ, - калаçăва пуçларĕ 77 çула çитнĕ Галина Димитриевна пенсионерка, шывланма пуçланă куçĕсене сăмса тутрипе сăтăрса. - Атте вăрçа тухса кайрĕ. Анне çичĕ ачапа тăрса юлчĕ. Эпĕ чи асли пулнă май, пĕтĕм йывăр ĕç ман çине тиенчĕ. Килте кăна мар, колхозра та терт-нуша нумай курма тиврĕ. Эпир, 13-14 çулхи ачасем, уй-хирте мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшса ĕçленĕ. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă. Вăл вăхăтра çава, çурла, кĕрепле, сенĕк, кĕреçе, тăпачă, шăпăр алăран кайман. Пире çапла каласа ăнлантарнă: "Кашни çыннăн виçĕ çыншăн ĕçлемелле. Тăван çĕр-шывшăн, хăвăншăн тата вăрçă хирĕнче çапăçса вилнĕ юлташшăн тенĕ".
Ĕçĕн виçи пулман, - калаçăвне тăсрĕ Г.Шарова. - Хĕвелпе пĕрле тăрса ĕçлеме пуçланă та, хĕвел ансан тин киле сĕтĕрĕнсе çитнĕ. Чи малтанах улăхра утă çулса типĕтсе капана хывнă çĕрте вăй хунă. Тырă пулса çитсен пĕтĕм халăх çурлапа тырă вырма тухнă. Кăкăр ачиллĕ хĕрарăмсем ачисене кỹмеллĕ урапасемпе туртса уя тухнă, каçхи сулхăнпа вырса юлас тесе хĕрсем тырă пуссинчех выртса çывăрнă. Никамран та, нимрен те хăраман. Анисем те çывăхра пулман, 5-6 çухрăм утмалла пулнă. Вырса пухнă тырра патшалăха сутмаллаччĕ. Çав вăхăтра пирĕн яла лашапа çавăрттаракан молотилка кỹрсе килчĕç. Унпа çĕрле ĕçлеттĕмĕр. Молотилкăн барабанĕ çине кĕлте салатса янă çĕрте куç курми тусан вĕçетчĕ. Çавăнпа унта никамах та тăрасшăн марччĕ. Колхоз правленийĕ вара унта тăракана пĕр çавра çăкăр пама йышăнчĕ. Эпĕ вара çав çăкăра йăмăксем валли илсе каяс тесе барабан умне тăма килĕшрĕм. Çăкăр кĕтсе йăмăксем çĕрĕпе çывăрмастчĕç.
Хура кĕркунне çапнă тырра пĕтĕмпе элеватора леçмелле пулнă. Лайăх лашасене вăрçă хирне илсе кайнă пирки ку ĕçе вăкăрсемпе тăваттăмăр. Кашни вăкăрăн хăйĕн ăсĕ: утас тесен утать, утас килмесен тиевлĕ лава тỹнтерсе ярать е туртана хуçать. Çав йăвантарса янă лава Нина Васильева, Анфиса Михайлова, Галина Ильина тата Елизавета Петрова юлташсемпе пĕрле макăра-макăра тăрататтăмăр.
Вăрçă пĕтĕм ял халăхне терт-нуша кăтартрĕ. Пиртен 2-3 çул аслăрах хĕрсене торф кăларма е вăрман касма илсе кайрĕç. Вăл вăхăтра çанталăкĕ те 41-42 градус сивĕччĕ. Мĕнле тỹснĕ-ши вĕсем?
1943 çулхи кĕркунне эпир хамăр ял хĕрĕпе Канашри учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кайрăмăр. Унта та терт-нуша пирĕнтен хăпмарĕ. Пире аттесем вăрçăра çапăçаканнисен шутне кĕнипе общежитине вырнаçтарчĕç. Вутă сахал пирки кăмакасене кирлĕ чухлĕ хутаймастчĕç. Вутă пỹленкисене шутласа паратчĕç. Чĕрĕ пирки вĕсем çунмасăр тертлентеретчĕç. Шывĕ те çителĕксĕрччĕ. Флягăпа кỹрсе килнĕ шыва каструльсемпе валеçсе паратчĕç. Вăл ирччен шăнса ларатчĕ. Классенче те сивĕччĕ. Çиелти тум-тирпех лараттăмăр, урасем шăннипе çăпансем тухса утайми пулаттăмăр. Эпир хамăр районтан йышлă вĕреннĕ. Мăнçырма ялĕнчен Николай Прокопьев, Станислав Иванов, Кивĕ Шулхантан Лидия Чернова, Энĕшпуçĕнчен Раисăпа Александр Ивановсем, Лидия Михайлова тата ыттисем те.
Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн каллех ялти ĕçе пикеннĕ. Çу каçа уй-хирте тар юхтарса ĕçленĕ, вăрçă чарăнасса тỹсĕмлĕн кĕтнĕ. Пурнăçра мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулса ăна çĕнтерсе, асап-нушана тỹссе ирттернине халĕ аса илес те килмест. Ахальтен мар ваттисем: "Çын асап-нушана тỹсет, ырлăха тỹсеймест, - тенĕ. Тĕрĕс сăмахсем.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăрçă чарăнчĕ. Чĕрĕ юлнă салтаксем киле таврăнма пуçларĕç. Пирĕн атте те таврăнчĕ. Эпир ăна тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илни аттешĕн çав тери пысăк савăнăç пулчĕ. Анчах шел, çав савăнăç пур киле те килеймерĕ. Чылай çынсен ашшĕсем, ывăлĕсемпе аппăшĕсем çапăçу хирнех выртса юлчĕç.
Мĕн тăвăн, вăрçă çухатусăр пулмастех ĕнтĕ. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç шăпийĕ. Унтан пăрăнса иртеймĕн.
Вăрçă чарăнсан та пурнăç часах çăмăлланмарĕ. Вăрçăпа юхăннă çĕр-шыва ура çине тăратмалла пулнă. 1946 çулта, учительницăра ĕçленĕ вăхăтра, кашни уйăхра ĕçлесе илнĕ укçана çĕр-шыва пулăшма кивçен параттăмăр. Ку ĕçе пурте активлă хутшăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ мана "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăларĕç". Çапла вĕçлерĕ Галина Шарова хăйĕн сăмахне.
Г. ЧЕРНОВ,
обществăлла корреспондент.