Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци культури

o Воспитании

Наци культури

Кашни халăх ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пыракан тĕп пуянлăхне - хăйĕн йăли-йĕркисене йăхран-йăха тăсса пынă. Çак пуянлăха упраса хăварасси, ачасене халăх творчествипе паллаштарасси, ăна хисеплеме вĕрентесси - пирĕн тĕп тĕллев тата тивĕç. Хамăрăн наци культурин пуянлăхне алла илсен тин ытти ĕмĕрти халăхсен йăли-йĕркисене ăнланма пултаратпăр.

Тăван тавралăха, тăван культурăна, тăван чĕлхене юратасси пĕчĕкрен - хăйĕн çемйине, килне, шкулне юратнинчен пуçланать. Унтан ерипен сарăлса вăл тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарассине, историне тĕпчессине, этемлĕхпе унăн культурине юратассине куçать.

Çыннăн паха енĕсем маларах пуçтарăннă пурлăхпа ăс-хакăл çинче кăна тĕпленмелле мар, ỹссе пыракан çамрăк ăрăва çĕнĕ пуянлăх, пĕр-пĕрин хушшинчи ырă хутшăнусене йĕркелесе çирĕплетмелле. Çакна пурнăçа кĕртес тĕллевпе вĕрентекенсем ачасене вĕрентỹ ĕçĕнче тата воспитанире наци ыйтăвĕсене вĕрентессипе чылай ĕçлеççĕ.

Чăваш наци идейине И.Я.Яковлев патриарх ăнăçлă тата конструктивлă "Ăс-хакăл енчен хакламалли" çинче пĕрлештерсе панă: çынсемпе халăхсем хушшинчи туслăх, ĕçченлĕх, амăшĕн чĕлхине, тĕрĕслĕхе, чăнлăха - халăха халалланнинчен.

Ачана аталантарасси - йывăр та вăраха тăсăлакан, ытларах хăй пурăнакан тата ытти урăх условисенчен килекен процесс. Ку вăл çемьерен, шкултан, урамран тата ыттинчен пуçланать.

Ачана хамăр несĕл йăлисене вĕрентсе ỹстересси чи малтанах çемьере никĕсленет. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачи вĕсене ватлăхра пулăшакан çын пуласса, вăл пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессе, йăхран-йăха куçса пыракан йăла-йĕркесене тĕрĕс тытса пырасса ĕмĕтленет. Этнопедагогикăпа усă курса ачасене халăхăн йăли-йĕрки çинче ырлăх, этемлĕх туйăмĕсем çинче воспитани парасси - чи пĕлтерĕшлĕ юхăм тесе шутлатăп. Халăх вĕрентĕвĕ наци ỹсĕмне çĕнĕрен çĕкленме, аталанма пулăшать. Халăх педагогикин чи пысăк пуянлăхĕ - тĕрĕс аталаннă çыннăн идейи. Ку шухăшра хăйне евĕрлĕ этемлĕх идеалĕ аталаннă, вăл çыннăн чи лайăх енĕсене пĕрлештернĕ. Культурăн тĕрлĕ кăтартăвĕсенче: юмахсенче, халапсенче, юрăсенче, ваттисен сăмахĕсенче, каларăшсенче, тĕп сăнарăн ĕçĕнче кашни халăх унăн тĕп уйрăмлăхĕсене, паха енĕсене халăх пурнăçĕнчи историлле условисене тĕплĕн палăртса панă. Халăхăн ырă йăли-йĕркисене кашни ачана тĕпчеме явăçтарасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Юлашкинчен, ку пурте халăхăн пуян культурине тата йăхсем хушшинчи çыхăнусене хисеплеме вĕрентет.

З. ПУКЛАКОВА,

районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ.



04 декабря 2004
00:00
Поделиться