Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăх е пирус?

o Вĕренекен шухăшĕ

Сывлăх е пирус?

Çыннăн чи хăрушă тăшманĕсем - пирус тата эрех-сăра. Çакна эпир кулленхи пурнăç ỹкерчĕкĕсенчен те палăртма пултаратпăр: акă тăтăшах ỹсĕрекен, пĕкĕрĕлнĕ, сарăрах сăн-питлĕ çын иртсе каять. Иккĕмĕшĕ аран-аран утать. Виççĕмĕшĕ çил çук çинчех суллана-суллана илет, урмăшнă сасăпа тем мĕкĕрет. Çак пулăмсене кашни кунах куратпăр пулин те, çамрăксем хушшинче те ку сиенлĕ йăла-йĕрке сарăлса пыни пăшăрхантарать. Çавна шута илсе шкулта пирус туртнине тата наркотикпа усă курнине хирĕç уйăхлăх иртет. Уйăхлăхра кашни класрах вĕрентекенсем калаçу ирттереççĕ, ачасем ỹкерчĕксем тăваççĕ, статьясене сỹтсе яваççĕ, сăвă-калавсем çыраççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах пурнăçри пĕр пулăм та эрех-сăрасăр иртмест-çке. Пиртен чылайăшĕ пирус-сăрапа туслашса сывлăхне, вăй-халне, хитрелĕхне, телейне çухатма пултарни çинчен шутламасть те. 14-16 çулхи яшсем е тата кĕçĕнреххисем çитĕннисен çулĕ çине тăма васкаççĕ мар-и? Пирус туртнин сиенĕ çинчен А.Алехин шахматист сăмахĕсене аса илес килет: "Никотин ăс-тăна хавшатать, вăй-хала, пултарулăха пĕтерет". Анчах çакăн çинчен темшĕн манса каяççĕ, аллисене пирус пачки еннех тăсаççĕ. Сывлăх е пирус? Çак ыйту XXI ĕмĕрти тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине Раççей депутачĕсем те палăртнă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен" Указ та кăларчĕ. Эпир те çак ыйту çивĕч пулнине шута илсе 8 класра вĕренекен Надя Семенова çырнă сăвва аса илесшĕн.

Çамрăксем, пуласлăх хуçисем!

Сире чĕнсе калатăп чĕререн,

Пирус туртни - сывлăха пĕтерни,

Эрех ĕçни - вăй-хала хавшатни,

Пуçа минретни, пурнăçа кĕскетни.

Упрар сывлăха, пурăнар савăнса

Малашлăх çулне суйлар чыслине.

Сывлăх пуриншĕн те пĕрремĕш вырăнта тăнине шанас килет. Сывлăх пулсан вĕренỹре, спортра, ĕçре çитĕнỹ пулатех.

ДИАНА НИКИФОРОВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



04 декабря 2004
00:00
Поделиться