Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Техника ĕмĕрне тăсар

o Ял хуçалăхĕ

Техника ĕмĕрне тăсар

Ял хуçалăх техникине хĕле упрама лартассипе районти комисси тĕрĕслỹ ирттернĕ. Ку енĕпе лайăх ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварнă. Çитес çулхи тухăçа акса, пухса илесси техникăна хĕл каçма лартнинчен нумай килнине палăртнă. Пĕтĕмлетсе каласан, уй-хир ĕçĕсенчен пушанса пыракан ял хуçалăх техникине вăхăтра çуса тасатса тутăхакан пайсене сĕрсе лартасси тата ГОСТ требованийĕсене çирĕп тытса пырасси - чи кирлисенчен пĕри. Резина урапаллă техникăна тĕревсем çине лартса ураписене шуратмалла, вĕсен сывлăш пусăмне 30 процент чухлĕ чакармалла. Гидравлика цилиндрĕсен штогĕсене тутăхасран сĕрмелле, гидрошлангсене полиэтилен пленкăпа чĕркемелле. Хăй тĕллĕн çỹрекен кăткăс тытăмлă косилкăсен двигателĕсене герметизацилемелле, ременьсене, çĕçĕсене, электрооборудование, сăнчăрсене илсе складсене упрама хумалла. Çак ĕçсене çанталăк сивĕтиччен пурнăçламалла. Ку енĕпе районти "Мир", "Яниковское", "Вознесенское" хуçалăхсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче аван ĕçленине палăртмалла. Вĕсем ял хуçалăх техникине ГОСТ требованийĕсемпе килĕшỹллĕн хĕл каçма лартнă. Пур техникăпа туллин те тухăçлă усă курассишĕн тăрăшни куç умĕнчех. Хальхи пурнăçра пуррине упрама пĕлмелле, çуккипе мутанмалла мар, укçа-тенкĕ çитменнипе техника туянма йывăррине пурте питĕ лайăх ăнланаççĕ пулин те тирпейлĕхшĕн тăрăшмаççĕ, техника ăçта май килнĕ çавăнта сапаланса выртать. Акă, тĕслĕхрен, Мичурин ячĕллĕ, "Кинчерское", "Шоркистринский", "Орнарский", "Шептаховский" хуçалăхсенче техникăна хĕл каçарма лартассипе питĕ начар ĕçлени палăрчĕ. Çапла вара тĕрĕслỹ вăхăтĕнче районти гостехнадзор инспекцийĕ çитменлĕхсене пĕтерме палăртса хуçалăхсен руководителĕсен ячĕпе 12 предписани çырнă. Комисси смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май "Мир" хуçалăх 195 балл пухса 1-мĕш вырăна тухнине палăртнă. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики 191 балпа - 2-мĕш, "Яниковское", "Вознесенское" хуçалăхсем 190-шар балпа - 3-мĕш вырăнсенче. Ял хуçалăх техникин "кун-çулне" тăсасси, унăн ĕçлес тухăçлăхне ỹстересси хамăртанах килнине манас марччĕ.

В. НИКОЛАЕВ,

районти Гостехнадзор

инспекцийĕн начальникĕ.



04 декабря 2004
00:00
Поделиться