Вĕсем И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ
o Урнар шкулне - 120 çул
Вĕсем И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ
Хута вĕрентес ĕç шкулĕ Урнарта 1884 çулта ноябрĕн 15-мĕшĕнче уçăлнă. Ун хыççăн вăл, ытти шкулсем пекех, аталанса пынă. Çак пархатарлă ĕçре вĕрентекенсем ытларах та ытларах кирлĕ пулнă чăвашсене. Ку енĕпе эпир Г.Александровăн "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем" (1868-1919 ç.ç.) кĕнеки тăрăх çак шкултан вĕренсе тухнă тăватă çынна асăнма пултаратпăр. Паллах, вĕсем пурте Урнартан. Чи малтан ялти земство училищинче пуçламăш пĕлỹ илнĕ пулнă. Акă вĕсем: Федор Леонтьевич Леонтьев (24.11.1894 ç.), Николай Христофорович Христофоров (22.07.1898 ç.) - вĕсем И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен, Юлия Алексеевна Алексеева (10.07.1895 ç.), Акулина Николаевна Николаева (06.06.1899 ç.) - И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи пуçламăш чăваш училищисен вĕрентекенĕсене хатĕрлес енĕпе хĕрарăмсен педагогика курсĕнчен вĕренсе тухнă. Пирĕн шутпа, уйрăмах шкулăн юбилейĕ кунĕ, вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ял çыннисене те, вăтам шкулти вĕрентекенсене те самаях кăсăклантарать. Çак статья авторне те, çỹлте асăннă шкултан хăй вăхăтĕнче вĕренсе тухнăскере те, çаплах.
Юбилей умĕн çак тĕллевпе ятарласа Урнара çул тытрăм. Кунта малтанах çакна каласа хăвармалла. Вăрмар поселокĕнчи Ворошилов урамĕнче Елена Шишкина пурăнать. Вăл шăпах Урнар ялĕнчен. Нумайранпа тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хамăн шухăша ăна каласа панă хыççăн:
- Тăваттăшĕнчен Юлия Алексеевна Алексеевана кăштах астăватăп, - терĕ. - Эсĕ Ефим Никифорович Никифоров патне кайса кил-ха. Вăл тăххăрмĕш теçеткере пырать. Тата тăван та лекет...
- Эпĕ Юлия Алексеевнан ашшĕне те, Алексей Егорович Егорова та, пĕлетĕп, - терĕ Ефим Никифорович пỹртне кĕрсен, тĕпелерех иртме сĕнсе. - Вăйлă пахчаçă пулнă. Улмуççисемпе ытларах интересленетчĕ. Пĕчĕкрех çынччĕ, кăмăллăччĕ. Пурăннă çурчĕ халĕ те ларать. Куприн ывăлĕ - Петясен вырăнĕнче. Унăн, Алексей Егоровичăн шăллĕ, Никита Егорович... Манăн йысна пулать. Аттепе пĕр тăваннине качча илнĕ. Çемйи йышлăччĕ. Ачисем - Кирилл, Владимир, Павел, Петя, Мария, Самуилччĕ. Алексей Егорович иккĕ авланнă. Малтанхи арăмĕ Урнартанах пулнă (анчах та Ефим Никифорович унăн ятне аса илеймерĕ. Мĕн тăвăн? Çулсем сахал мар-çке). Юлия Алексеевна вара - пĕрремĕш арăмĕнчен.
Иккĕмĕш арăмĕ Настя ятлăччĕ. Шутнерпуç ялĕнчен. Çỹллĕ пỹ-силлĕ те сарăскерччĕ.
Сăмах май каласан, Наçтаç аппана статья авторĕ те лайăх ас тăвать. Чылай ватăччĕ ĕнтĕ ун чухне. Пĕчченех пурăнатчĕ. Эпир, Атайкасси ачисем, Урнарти вăтам шкула вĕренме çỹренĕ чухне виççĕн, кайран шкулта ĕçленĕ чухне пĕччен пурăннă. Тăпри çăмăл пултăр халĕ...
- Наçтаç пирки каласа пĕтереймерĕм эпĕ, - малалла хыпăнса ỹкрĕ Ефим Никифорович. - Вăл типтерлĕ хĕрарăмччĕ. Кун кĕнеки çырса пыратчĕ. Алексей Егорович хăçан вилнине манса кайнăччĕ эпĕ. Халĕ те асрах-ха вăл калани: 1941 çулта çĕре кĕнĕ тени. Числине вара ас тумастăп... Малалла тата çакна хушса пĕлтересшĕн. Юлия Алексеевна сарă та чиперскерччĕ. 1950 çулсенче Çĕрпỹри вăрман суту-илĕвĕн склачĕн директорĕнче пиллĕк çул ĕçлерĕм. Çав вăхăтра вĕсем патне, вăл качча тухнă яла, Чиркỹллĕ Именкассине пĕрре кăна мар кайса килнĕ эпĕ. Мăшăрĕ те учительччĕ, иккĕшĕ те сăпайлăччĕ.
Юлия Алексеевнан амăшĕ ятне те пĕлтĕмĕр. Иульяна. Кун çинчен пире вĕсен çемйипе туслă пурăннă Иульяна Михайловна Куприна (1933 ç.) каласа пачĕ.
Паллах, Алексей Егоровичсемпе юнашар пурăннă Зинаида Александровна Кирилловапа тĕл пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
- Шкулта ĕçлетчĕç мăшăрĕпе иккĕшĕ те, Юлия Алексеевна ачипе каникулсенче киле-киле каятчĕ. Ăна эпир Ленка тесе чĕнеттĕмĕр, - хаваспах каласа пачĕ вăл пире. - Ашшĕн хĕрĕх соток пахча пулнă. Унта итемччĕ те ытти лаптăк çинче улмуççисем ỹстеретчĕ. Питĕ ĕçчен çын пулнă. Лаша та тытатчĕ. Унпа Наçтаç аппа çỹретчĕ...
Çакăнпа çеç статья та вĕçленетчĕ пулĕ. Анчах та шкул историйĕпе кăсăкланнă май килти "Хыпар" хаçатăн 2003 çулхи подшивкине уçкаланă чухне куç тĕлне "И.Я.Яковлев вĕрентнине тĕпе хурса" статья лекрĕ. Вăл январĕн 23-мĕшĕнче пичетленнĕ 12-мĕш номерĕ. Ăна К.Шачкин таврапĕлỹçĕ çырнăччĕ. Вăл шăпах Юлия Алексеевна Алексеева тата Николай Христофорович Христофоров ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пулчĕ.
Юлия Алексеевна Алексеева, Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев йĕркеленĕ чăваш учителĕсем хатĕрлекен семинарие вĕренсе пĕтерсен, 1914-1920 çулсенче Красноармейски районĕнчи Шывпуç Чуракасси шкулĕнче ĕçленĕ.
Ун хыççăн Урнар хĕрĕ Тăвайри сакăр çул вĕренмелли шкулта вăй хурать. 1930 çулта маттур каччăпа Александр Ивановпа паллашать, çемье çавăрать. Вĕсен 1931 çулта майăн 8-мĕшĕнче ывăл çуралать.
1936 çулта çамрăк çемье Чиркỹллĕ Именкассине пурăнма куçать. Çемье пуçĕ çак ялтан пулнă. Кун хыççăн Юлия Алексеевна Иванова Хусанти педагогика институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе географи учителĕн специальноçне илет.
Мăшăрĕпе иккĕшне те вĕрентекенсем кăна мар, ял халăхĕ те юратнă, хисепленĕ.
Акă пĕр ĕç пиркиех илер. Юлия Алексеевна вĕрентнĕ, тава тивĕçлĕ, канăва тухнă Т.Сорокина (1922 ç.) учительница мĕн каласа панă юратнă вĕрентекенĕ çинчен.
- 1930 çулта февральти сивĕсене пăхмасăрах пире пỹртрен хăваласа кăларса ячĕç. Çитменнине çири тумпа çеç. Пỹртрен колхоз правленийĕ валли çурт турĕç. Выльăх-чĕрлĕхе хăваласа кайрĕç. Анне сасартăк чирлесе ỹкрĕ. Тек ура çине тăраймарĕ. Пиччепе аттене сăлтавсăрах тытса тухса кайрĕç. Иккĕшĕ те киле таврăнаймарĕç. Çапла пысăк çемье саланчĕ. Эпĕ, 8 çул тултарнăскер, 1936-1938 çулсенче Юлия Алексеевнасем патĕнче пурăнтăм.
Малалла çакна çырса хăварни вырăнлă.
Юлия Алексеевна тата унăн мăшăрĕ Чиркỹллĕ Именкасси шкулĕнче хăйсен ялĕнчен тухнă учительпе Николай Христофорович Христофоровпа пĕрле ĕçленĕ, унăн арăмĕпе, Августина Сергеевнапа, питĕ туслă пурăннă. Сăмах май каласан, Николай Христофоровичсен виçĕ ача: Лев (кайран çар медицина академийĕ пĕтернĕ), Надежда (Çĕрпỹре тĕп больницăра ĕçленĕ, терапевт), Галина (Хусанти строительство институтне пĕтернĕ. Ленинградра ĕçленĕ. Архитектор пулнă).
Юлия Алексеевна Алексеевана-Ивановăна çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн пысăка хурса хакланă, "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă, Ĕç-лĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Питех те шел, Юлия Алексеевна ку тĕнчере çук ĕнтĕ.
Юлия Алексеевнапа Александр Иванович çуратса пăхса çитĕнтернĕ ывăлĕ - Леонард, ашшĕ-амăшĕн ятне яман. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Истори наукисен кандидачĕ.
Ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухайман.
В. МИРОНОВ.