Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш çĕрĕнчех канлĕх тупрĕ

Чăваш çĕрĕнчех канлĕх тупрĕ

Андриян Григорьевич Николаев - чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, пĕчĕк тăван çĕр-шывăн космос Кăйкăрĕ яланлăхах чăваш çĕрĕ çине таврăнса канлĕх тупрĕ. Вăхăт нумай иртрĕ пулсан та тăван çĕр-шыв ăна хăйĕн патнех йыхăрчĕ, тен, Çỹлти Турă та юлашки кунсене ирттерме киле ăсатрĕ. Шуршăлта çуралса ỹснĕскере унтах тирпейлесе пытарчĕç. Ан тив, лăпкă çывăртăр пирĕн халăх асĕнчен нихăçан манăçми Андриянăмăр, пирĕн мухтавлă çыннăмăр, юлташăмăр, тусăмăр. Унăн сумлă, пархатарлă ĕçне чăваш нихăçан та манăçа кăлармасть, мĕншĕн тесен вăл кăна "Пирĕн Андриян", тетпĕр эпир ăна хамăр халăх хушшинче, пире çутта кăларнă, пĕтĕм тĕнчене чăваш кам пулнине пĕлтернĕ. Чăваш халăхĕн нумай ăрăвĕшĕн Андриянăмăрăн мĕн пур пурнăçĕ ырă витĕм кỹрекен тĕслĕх пулса тăрать. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те сумлă, сăваплă, хисеплĕ çыннăмăр чăваш çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмасть. Мĕн пур чăваш халăхĕ паттăр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнишĕн чун-чĕререн хурланать, çакна вăл уççăнах палăртать. Унăн хĕрĕ - Елена - ашшĕн ỹтне Шуршăлтан кăларса кайса Çăлтăр хулине пытарас тĕллевпе Мускав хулинчи Пресня районĕн судне тавăç тăратнине пĕлсен нумайăшĕ ăна тỹнтерле ĕç тăвасран пĕлсе куллянать, çавăнпа та хăть юлашки кунсенче халăхпа пĕр шухăшлă пуласса ĕмĕтленет, шанать, ыррине кĕтет. Пĕлмест-çке Елена, Андриян уншăн мĕнле çывăх, вăл чăваш халăхĕшĕн те çывăхран та çывăх çын пулнине, чăваш халăхĕ унăн ырă ятне, сăнарне чĕресенче упранине.

Елена, тен, вилнĕ çыннăн ỹтне хускатма юраманнине те пĕлмест. Çамрăк вăл. Паян, ыран, тепĕр кун... Яланах чăваш çыннисем Шуршăлти Космонавтика музейĕн территоринчи А.Г.Николаев вил тăприйĕ çине кайса çỹрĕç, такăрлатнă сукмака симĕс курăкпа витĕнме памĕç.

Елена Андрияновна! Çак утăма тăвиччен тепре тарăннăн шухăшласа пăхăр, чăваш халăхĕн кăмăлне ан пăсăр. Ахальтен каламаççĕ те ĕнтĕ халăхра: "Çиччĕ виç те пĕрре кас", - тесе. Тархасласа ыйтатпăр: ан хускатăр Андриянăмăра! Пирĕн сирĕнпе пĕр чĕлхе тупса тивĕçлĕ йышăну тумалла. Пĕр-пĕрне ăнланнипе, хисепленипе кăна çак ыйтăва татса пама пултаратпăр. Хускатас марччĕ ăна!

Р. СТЕПАНОВА.

Çĕнĕ Кавал ялĕ.



08 декабря 2004
00:00
Поделиться