Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Математика эрнинче

о Шкул

Математика эрнинче

Математика - числосен, графиксен, задачăсен тĕнчи. Çак тĕнчен çулĕсем пĕрисемшĕн такăр, теприсемшĕн - тумхахлă. Пире çав тĕнчене Р.Гурьева, А.Григорьева вĕрентекенсем илсе кĕреççĕ. Паллах, пирĕнтен кашниех ăста та пултаруллă математик пулаймасть. Çав тери кăткăслă наука вăл математика. Апла пулин те иртнĕ математика эрнинче пур класс та тупăшрĕ. Ара, мĕнле кăна меслетпе йĕркелемен-ши урокĕсене: творчествăлла ĕçсем, "Кенгуру" конкурс, брейн-ринг, математика мозаики, "Ăслисем" тата ытти те.

Математика - ăс-тăна тĕрĕслекен предмет, çавăнпа та кунта çивĕчлĕх, тавçăрулăх кирлĕ. Çакна тĕрлĕ классенче вĕренекенсем çирĕплетсе пачĕç: М.Николаева (5 кл.), Д.Федотов (8 кл.), Е.Харитонова (9 "а"), А.Чермаков (9 "б"), И.Петров (9 "б"), И.Иванова (10 кл.), С.Иванова (11 "б"), И.Алексеева (11 "а"), Н.Андреева (7 кл.). "Симметрия" темăпа ỹкерчĕксем туса Н.Семенова, К.Ефимова, Д.Никифорова, Д.Федотов, В.Тихонова, И.Христофорова палăрчĕç.

Маттур та пултаруллă çĕнтерỹçĕсене грамотăсем парса чысларĕç.

Т. НИКОНОРОВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



08 декабря 2004
00:00
Поделиться