Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Обществăн пысăк "çăпанĕ"

о Урă пурнăçшăн

Обществăн пысăк "çăпанĕ"

Çын ĕмĕрĕ ырăпа та, усалпа та пурпĕрех иртет. Çавăнпа та пĕр-пĕрне кỹрентермесĕр, кăмăла пăсмасăр пурăннине нимĕн те çитмест. Шел пулин те пирĕн хушăра çыннăн канлĕхне сирекенсем сахалах мар тĕл пулаççĕ. Çакă вара ытларах эрех ĕçсе иртĕннипе килсе тухать. Йỹçĕ шĕвеке пулах мĕн чухлĕ çемье арканать, пĕчĕк ачасем тăлăха юлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен" Указ та кăларчĕ. Пирĕн районта та çак указа пурнăçлассипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Акă, райадминистраципе районти шалти ĕçсен пайĕ эрех ĕçессине, ăна килте туса сутассине чакарас тĕллевпе декабрĕн 1-5-мĕшĕсенче ятарлă операци ирттерчĕç. Çак вăхăтра уголовнăй ĕç тунă 3 преступлени тупса палăртнă, административлă протокол 28 çырма тивнĕ, çав шутра 6 çынна ỹсĕрпе тытса килнĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем тăтăшах хăйсене уйăрса панă территорисенче пулса калаçусем ирттерме тăрăшрĕç. Ку ĕç пирĕн чылайранпах пырать пулин те эрех ĕçсе çапкаланса çỹрекенсем нумайлансах пыраççĕ. Вĕсемпе тăтăшах профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр, хăшĕ-пĕрисене ятарлă учрежденисене сипленме ярассипе те ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăш правине туртса илес тĕлĕшпе мерăсем йышăнатпăр. Çул çитмен çамрăксене эрех ĕçме явăçтаракансене тупса палăртма тăрăшатпăр. Ỹсĕрле транспорт хатĕрĕ тытса пыракансене чарса тивĕçлĕ наказани паратпăр. Çавăнпа та обществăн эрех ĕçекенсене хирĕç кĕрешсе сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе ытларах ĕçлемелле. Спорт пĕлтерĕшне ăнлантарса çамрăксене унта явăçтармалла. Обществăн пысăк "çăпанне" сыватма тăрăшасчĕ.

О. НИКИФОРОВ,

районти шалти ĕçсен

пайĕн штаб начальникĕ.



08 декабря 2004
00:00
Поделиться