Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕçĕ ан пултăрччĕ

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Вĕçĕ ан пултăрччĕ

Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче çынсен пурнăçне лайăхлатассипе ĕçсем курăмлă пулса пыраççĕ. ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" республика тĕллевлĕ программи те пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Ку программа цивилизациллĕ, хăтлă пурнăç условийĕсемпе çыхăннă. Цивилизаци вăл - яла газ илсе çитересси тата лайăх çул-йĕрсем тăвасси. Пирĕн ялта çул-йĕр нуши, район центрĕнчен аякра вырнаçнă май, яланах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Маларахри çулсенче Кавал ялне çитерчĕç. Кăçал Кавал - Пăвакасси - Çиçтĕпе - Чăрăшçырма ялĕсене асфальтлă çул-йĕр тăвассипе нумай вăй хучĕç. Газ кĕртес текенсене çăмăллатнă кредит парассипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Ку çăмăллăха эрех ĕçсе çапкаланса çỹрекенсене, çỹлтен пăрахса парасса кĕтсе ларакансене мар, тивĕçлĕ пурăнас шутлă, пĕтĕм вăйне парса ĕçлекен граждансене параççĕ. Ĕçлекен çын яланах шутра, унăн хисепĕ те тивĕçлĕ шайра. Ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи çын "Ĕçле, ĕçле, ĕçле - çи, ĕçлемесен ан та çи" тесе. Çак пĕлтерĕшлĕ сăмахсен хакĕ пĕтмен-ха. Кашни кун çĕннине шыратпăр, малалла пурăнас тесе тапаланатпăр. Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха пирĕн яла та модельлĕ библиотека çитрĕ. Ку вара вулакансене кĕнекесемсĕр пуçне тĕрлĕ информаципе туллин тивĕçтерме пулăшать. Пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнче тĕслĕх библиотека уçăлма пултарни пĕтĕм ял халăхне савăнтарчĕ. Уява Кавал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ. Малтанах Кавал ял библиотекин историйĕ çинчен культура ĕçĕн ветеранĕсем - кунта нумай çул хушши библиотекарьте ĕçленĕ Т.Исаевапа Е.Рисова каласа пачĕç.

Нумай çын тухса калаçрĕç уявра: район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, республикăри культура министерствинчен Т.Казакова, районти культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова, районти тĕп библиотека заведующийĕ Г.Алексеева, "Ковали" хуçалăх председателĕ И.Таратин, шкул директорĕ Е.Ипатова тата ыттисем те.

Райадминистраци пуçлăхĕ Анатолий Иванович библиотекăра ирттернĕ конкурс мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Конкурс çак номинацисемпе иртнĕ: "Чи хулăн кĕнеке вулакан", "Чи нумай вулакан", "Чи нумай вулакан çемье", "Чи çамрăк вулакан" тата "Чи ватă вулакан". Конкурсра çĕнтерекенсем çаксем пулчĕç: Л.Русанов, В.Софронов, А.Аваков çемйисем, 5 çулхи И.Кузьмин тата В.Туртушов. Вĕсене А.Егоров дипломсем парса чыс турĕ. Унтан хăнасене саламлама шкул ачисем тухрĕç. Вĕсене музыка учителĕ В.Табаков ертсе пычĕ. Пуçламăш класс ачисем юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташласа та савăнтарчĕç. Уйрăмах 1-мĕш класра вĕренекенсем юрланă "Азбука" юрă килĕшрĕ. Ăна Л.Алексеева, Л.Иванова, Р.Данилова, Н.Кудрявцева, Л.Григорьева юрларĕç.

Кавал ялĕн библиотекине çĕнетме район администрацийĕ нумай вăй хунă. Библиотекăн çивиттине юсанă, ытти юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ, сăрланă. Библиотекăна компьютер, телевизор, видеомагнитофон, çĕнĕ кĕнекесем парнеленĕ, ăшă кĕртнĕ. Ку ĕçре "Ковали" хуçалăх та чылай тăрăшнă.

Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ çĕрте Культура çуртĕнче ĕçлекен Н.Веселовская, А.Стекольщикова, А.Кожанова, Н.Владимирова, В.Александрова тата Г.Софронова ырми-канми ĕçлерĕç. Халĕ библиотекăна пырсан харпăр хăйне интереслентерекен ыйтусене çийĕнчех татса пама пултараççĕ. Шкул ачисемшĕн те пысăк пулăшу ку. Интернетпа Кавалтан тĕнче шайне тухма пултарасса тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман эпир. Мĕн тери пысăк савăнăç ку ял çыннисемшĕн. Ялăн социаллă аталану шайĕ ỹссех пырать. Кунпа вĕçĕ ан пултăрччĕ, çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсех пыччăр.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

Кавал ялĕ.



08 декабря 2004
00:00
Поделиться