Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçпе тивĕçтересси - пурнăç ыйтăвĕ

о Район администрацийĕнче

Ĕçпе тивĕçтересси - пурнăç ыйтăвĕ

Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, управленисемпе пайсен начальникĕсем, муниципаллă учрежденисен, федераллă службăсен руководителĕсем, поселок, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ларăва районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров ертсе пычĕ. Ăна уçнă май вăл чи малтанах районăн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа - ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн райадминистраци пуçлăхĕн постановленине мĕнле пурнăçласа пынипе халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн директорĕ В.Нестеров тухса калаçрĕ.

2004 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен районти центра пулăшу ыйтма 1188 çын килнĕ, вĕсенчен ялта пурăнакансем - 909, хĕрарăмсем - 586, 16-29 çулхи çамрăксем - 500, инвалидсем - 37 çын. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта учетра тăракан ĕçсĕррисен шучĕ - 352 . Ку пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 82 çын ытларах. Палăртмалла: ку ỹсĕм районти хăш-пĕр пысăк предприятисем хупăнса ларнипе çыхăннă. Çавна май ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,67 процентран 2,23 таран ỹснĕ.

Предприятисенчен пурĕ 618 ĕç вырăнĕ тупса тĕрлĕ енлĕ специалистсем ыйтнă. Çапла вара ял хуçалăх отраслĕнче кадрсем çителĕклĕ пулманни çивĕч палăрнă.

Райадминистраци пуçлăхĕн 2004 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи "2004 çулта обществăлла ĕçсене йĕркелесси" хушăвĕпе килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен районти центр предприятисемпе, организацисемпе 52 килĕшỹ туса 166 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен яллă вырăнта пурăнакансем - 107 çын. Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтармашкăн 19 килĕшỹ туса 380 çамрăка ĕç вырăнĕ тупса панă.

Кăçал предприятисенче штата чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлнă 107 çынран пенси çулне çитичченхи 18-шне вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва ăсатнă.

Ку тапхăрта вакансисен 5 ярмарккине ирттернĕ. Унта районти 41 предприятисемпе организацисем тата 98 çын хутшăннă. Центр ĕçченĕсем социаллă хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă граждансене ĕçе явăçтарасси çине тимлĕх ытларах уйăрнă.

2004 çулта центр 810 çынна ĕçе явăçтарма палăртнă пулсан, кăçалхи 11 уйăхра 818-шне ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен яллă вырăнта пурăнакансем - 510 çын (63 %). Ĕçсĕррисен шутĕнчи хĕрарăмсене (41 %), 16-29 çулхи çамрăксене (49 %) тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса парса тупăш ĕçлесе илме май панă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вĕренме ярса çĕнĕ специальность илес ыйтăва та тĕпе хурать. Кăçал 90 çынна вĕренме янă, вĕсенчен 82-шĕ çĕнĕ специальность илсе ĕç вырăнĕ тупса ĕçлеме пултарнă. Ĕçсĕр юлнă кашни этемех психологипе мораль тĕлĕшĕнчен пулăшу парассипе, професси суйласа илсе ĕçлессипе нумай тăрăшаççĕ. Районта ĕçсĕрлĕхĕн пытанчăк тĕсĕсем пурри аван палăрать. Ку вара тỹрремĕнех ĕç вăйĕ урăх регионсене, ют облаçсемпе хуласене куçнинчен курăнать.

"Çавăнпа та хальхи вăхăтра ялти çамрăксене вырăнтах ĕç тупса пама тăрăшмалла. Çак тĕллевпе пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас, çынсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарас ыйтăва пăхса тухмалла. Ĕç тухăçлăхĕ тỹрремĕнех ĕç çыннине укçа-тенкĕ енчен хавхалантарнинчен килнине манмалла мар", - тесе палăртрĕ райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ П.Петров.

Хальхи вăхăтра ĕçе йĕркелемелли чи лайăх условисене палăртмалли проекта пурнăçлас енĕпе конкурс ирттерме пăхнă. Çакă кашнинех активлăрах, пуçаруллăрах ĕçлеме ыйтать, малашлăха анлă çул уçса парать.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕçлĕ решенисем йышăннă.

В. ГУРЬЕВА.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться