Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕт-шухăш пурнăçлантăр

о АПКри реформăсем

Ĕмĕт-шухăш пурнăçлантăр

Пурнăç урапи шав малалла кусать. Ăна нимĕнле вăй та тытса чараймасть. Сиенлĕ вăйсем лакăмсене, сулăнчăксене ярса вăхăтлăха пĕр вырăнта тытма е каялла чакарма пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне лакăмĕсене тарăнрах та кĕрсе ларатăн. Çапах та кунран-кун пурăнас тетпĕр, ыррине кĕтетпĕр. Ырлăхне вара пĕччен тума çук. Йышпа пĕрле çине тăрсан кăна çитĕнỹ тума пулассине ăнланса ĕçлемелле. Маларахри çулсенче пирĕн хуçалăх "Чувашэнерго" тулли мар яваплă общество çинче тăнă. Халĕ вара эпир хамăр тĕллĕн ĕçлеме пуçларăмăр. "Пăр çине ларсан тăма йывăр" тенĕ ĕлĕкхи çын. Пирĕн те çаплах килсе тухрĕ. Хуçалăх патшалăх умĕнче пысăк парăма кĕрсе ỹкнĕ пулнă. Ĕçлекен халăха та укçине тỹлемелле. Фермăсене пыракан электричество линине те татса каясси патнех çитнĕ. Тырри-пуллине те акса хăвармалла, кивелнĕ техникăна та ĕçлеттермелле. Çăмăлах мар пирĕн коллектива çак условисенче ĕçлеме. Анчах пĕри те нăйкăшмаççĕ. Малаллах тапаланатпăр. Налук парăмĕсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тỹлеме майне тупма тăрăшатпăр. Электричествăшăн та парăмран тухрăмăр. Халăха ĕç укçи тỹлессипе те йĕркене кĕрсе пыратпăр.

Çитес çулхи тухăçшăн çине тăрсах тăрăшатпăр. 20 гектар çинче кĕрхи ыраш акса хăвартăмăр, халĕ çуркунне акма вăрлăхлăх тулă хатĕрлетпĕр. Ку ĕçре Г.Николаева, А.Степанова, П.Семенов рабочисем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Вĕсен ĕçне Р.Павлова агроном йĕркелесе пырать. Техника кивелсе çитнĕ пулин те паянхи куна ĕçлекен МТЗ-80 тракторсем - 4, Т-150 - 1, 2 ГАЗ-53 автомашина пур. Виçĕ комбайнран иккĕшĕ вырма ĕçĕсене хутшăнчĕç. Çак техникăсемпе фермăри выльăх-чĕрлĕхсем валли 75 тонна утă, 1300 тонна сенаж хатĕрлерĕмĕр. Хуçалăхра пурĕ 40 ĕне, вĕсенчен 33-шĕ пăрулас умĕнхи тапхăрта, 29 çамрăк пăру, 138 сысна. Вĕсене пăхакансем опытлă та нумай çул ĕçлекенсем. Акă, тĕслĕхрен, Н.Васильева пăру пăхакан - 28 çул, В.Семенова ветеринари врачĕ - 32 тата ыттисем те. Кĕскен каласан, ферма ĕçченĕсен пурин те стаж 20 çултан сахал мар. Вĕсем килти выльăха пăхнă пекех пур вăй-халне параççĕ. Пĕрне хурласа тепĕрне ырлама çук. Пурте тăрăшуллă. Выльăхсене тулăх та вăхăтра тăрантарассишĕн çине тăраççĕ. Кунти пур ĕçчен те харпăр хăй вырăнĕнче. Ферма территорийĕнчи, витесенчи тирпей-илемшĕн куллен ĕçлеççĕ. Ферма заведующийĕпе ытти специалистсем валли ятарлă пỹлĕме те хăйсен вăйĕпех хăтлăх кĕртрĕç. Кĕркунне йывăç лартса хăварассипе те çав тери активлă пулчĕç. Çапла вара хуçалăхри ĕçченсем малалла талпăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем хальлĕхе ытлашши курăмлах мар пулин те кăмăла çĕклентермелли, ĕçлес кăмăла ỹстермелли майсем тупатпăрах.

Ыранхи уява - Конституци кунне - хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илессишĕн çине тăтăмăр. Конституци халăх ĕмĕт-шухăшне тивĕçтерекен уяв-çке. Вăл - обществăна çĕнетсе улăштармалли шанчăклă право никĕсĕ. Эпир çакна пурнăçа кĕртсе пырасшăн.

А. ИВАНОВ,

"Чакинское" хуçалăх пуçлăхĕ.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться