Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

37 ялта газ çунать

37 ялта газ çунать

Чăваш Республики хăйĕн халăхĕшĕн тивĕçлĕ тăрăшни палăрать. Кашни çемье, уйрăм çын пурнăçĕ хăтлă пултăр тесен обществăн нумай ĕçлемелле. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программа та йышăнчĕ. Ял аталанăвĕ кашни киле газ кĕртнинчен те нумай килет. Газ кĕртнин экономика эффекчĕ питĕ пысăк. Çемье укçи-тенкине чылай перекетлеме май парать. Конституци уявĕ тĕлне районти ялсенчен 37-шне газ çитнĕ. Кĕçех Вăтакас, Кивĕ Вĕренер, Кĕлкеш, Тупах ялĕсене те çак ырлăх килĕ. Савăнăç мар-и-ха ку ял çыннишĕн? Районти ытти яваплă çынсемпе пĕрле ку ĕçре пирĕн коллектив та хăйĕн тỹпине нумай хывать. Пур ĕçе те активлă хутшăнать. Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев газа пĕр тăкаксăр, инкек-синкексĕр халăх патне илсе çитересси. Ку ырлăхпа промышленноçра, коммуналлă хуçалăхсенче, ял халăхĕ анлăн усă кураççĕ. Хĕл çывхарса килнĕ май газ нумай тăкакланасси те ỹсет. Çанталăкĕ улшăнсах тăрать. Газ пăрăхĕсене шăратса çыпăçтарнă вырăнсенче шыв шăнса пăрланса çурăлма та пултарать. Хăш-пĕр чухне автотранспорт хуçисен тимсĕрлĕхне пула та инкек-синкек килсе тухать. Ирĕк илмесĕр çĕр чавса ĕçлесен те тĕрлĕ пăтăрмахсем пулаççĕ. Çавна пула вара газпа усă куракансем нуша кураççĕ. Харпăр хăй килĕнче газ çунманнине сиссен тỹрех газ пăрăхĕ çумĕнчи крана хупса районти аварипе-диспетчер службине шăнкăравласа (04) пĕлтерĕр. Пирĕн ку енĕпе ятарлă бригада ĕçлет. Вĕсем потребительсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме яланах сыхă тăраççĕ. Çапла вара эпир халăхпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессине комплекслă пурнăçлама пултарсан кăна пире халăх хисеплĕ.

А. ВАСИЛЬЕВ,

"Вăрмаргаз" филиал директорĕ.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться