Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чире аталанма парас мар

о Комисси ларăвĕ

Чире аталанма парас мар

Санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти комисси ларăвне райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Л.Голубева, поселок, ялсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисен руководителĕсем хутшăннă.

Ларура халăх хушшинче сарăлакан туберкулез чирне пуçламăш тапхăртах тупса палăртас, грипп чирĕнчен сыхланса профилактикăлла мероприятисене вăйлатас тĕлĕшпе ЦГСЭНăн Вăрмарти филиалĕн заведующийĕ П.Егоров тухса калаçрĕ. Вăл тухса каланинчен çакă паллă пулчĕ. Туберкулез чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе профилактикăлла мерăсем йышăнаççĕ. Района кашни çулах туберкулез чирне тупса палăртас тĕллевпе флюроустановкăсем илсе килеççĕ. Паянхи куна район халăхĕн 81,7 проценчĕ флюорографи тухнă. Раççей Федерацийĕн туберкулеза хирĕç кĕрешмелли саккунĕпе килĕшỹллĕн кашни 15 çултан иртнĕ, 40 çула çитмен сывă çынсен - икĕ çулта пĕрре, 40 çултан иртсен çулталăкра пĕрре флюорографи тухмалла. Флюорографи тухни кăна туберкулез чирне пуçламăш тапхăртах тупса палăртма май парать. Учетра тăракан туберкулезпа чирлисен йышĕ - 50 çын. 2004 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕ тĕлне туберкулез чирĕпе аптранă 21 çынна тупса палăртнă. Районти 1397 çын икĕ çул ытла флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухман.

Туберкулезпа чирлисене ытларах Вăрмар поселокĕнче, Кĕтеснер, Кивĕ Шулхан, Çиçтĕпе, Пысăк Енккасси, Çĕнĕ Кавал ялĕсенче тупса палăртнă. Юлашки вăхăтра, тен, пурнăç условийĕсем йывăрланнипе-ши, çак чир районта аталансах пырать. Ку вара кашнине харпăр хăй сывлăхĕшĕн тимлĕрех пулмалли, кашни çулах флюорографи тухмалли çинчен манмалла марри пирки асăрхаттарса тăрать.

Хĕл сиввисем çывхарса пынă май, грипп чирĕнчен те сыхланма тăрăшмалла. Ку енĕпе кашни çын организмĕн иммунитетне ỹстерекен прививкăсем тумалла. Районти аптекăра грипа хирĕç кĕрешекен вакцинăсем çителĕклĕ сутаççĕ, хакĕ те пысăк мар.

Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, кашни предприятин, организацин, учрежденин руководителĕсене, поселок, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, мĕн пур çынна флюорографи тухма май туса памаллине, вакцинаци вăхăтра тутармаллине палăртрĕ. Туберкулез вăл - вăрттăн аталанса ерекен чир. Флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма кăмăл туманнисене явап тыттарма сĕнчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться