Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх ырлăхĕшĕн

о Перекет банкĕ

Халăх ырлăхĕшĕн

Банкпа халăх хушшинче юлашки çулсенче тачă çыхăну палăрать, мĕншĕн тесен 2003-2004 çулсенче пирĕн республикăра пур халăх та килĕсене газ кĕртессипе çанă тавăрсах ĕçлеме пуçларĕ. Çакăнта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров чăваш халăхĕн хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшни палăрать. Çакăн пек пурнăç пур шайри çынсемшĕн те пултăр тесех пулĕ ятарласа газ кĕртме çăмăллатнă кредит параççĕ. Унăн проценчĕ те ыттисемпе танлаштарсан пĕчĕкрех - 6 процент. 13 процентне Чăваш Республикин бюджетĕнчен тỹлесе пыраççĕ. Пирĕн районти Перекет банкĕ 2003-2004 çулсенче газ кĕртме паракан çăмăллатнă кредитпа 451 çынна 8 миллион та 260 пин тенкĕлĕх тивĕçтерчĕ. Илес текенсен йышĕ халĕ те чылай.

Халăха банк тĕрлĕ кредит парать. Акă, кăçалтан çĕнĕ йышши кредитсемпе тивĕçтерме пуçларăмăр. Вĕсенчен пĕри - "Доверительный". Ку кредита банк хăй умĕнче шанчăкран тухманнисене пĕр çулталăклăха парать. Илес текен сумма çыннăн тупăшĕнчен килет. Апла пулсан та вăл АПШан 3000 долларĕнчен иртме пултараймасть. Кредитне хамăр çĕр-шыв укçипе (тенкĕпе) паратпăр. Ку кредита халиччен кредит илнĕ, унпа вăхăтра татăлса пынă, юлашки 4 çул хушшинче ултă уйăхран кая мар кредитсемпе усă курнă çынсем илме пултараççĕ. Ăна илнĕ чух поручительсем те кирлĕ мар.

Тепĕр кредичĕ - "Товарный". Ку майпа çынсем хаклă йышши таварсем туянма пултараççĕ. Тавар хакĕ 1500 доллар таран пулма пултарать. Ăна пĕр çулталăк çурăллăха паратпăр, илме пĕр поручитель те çитет. "Единовременный" кредита та çулталăк çурăллăха илме пулать. Унăн проценчĕ - 16. Кредит суммине ăна илнĕ хыççăн ултă уйăхран тỹлеме пуçлама юрать, палăртнă срок вĕçĕнче çеç тỹлеме те ирĕк параççĕ. Ĕçлекен пенсионерсем валли те ятарлă кредит пур. Ăна çулталăк çурăна та, икĕ çула та паратпăр. Унăн проценчĕ - 19. Автомашина туянас текенсем валли - "Автокредит". Ку кредита 5 çуллăха паратпăр. Унăн сумми ăна илекенĕн тупăшĕнчен килет, çав вăхăтрах автомашинăн хакĕн 85 процентĕнчен пысăкрах пулаймасть. Машина хакĕн 15 процентне ăна илекенĕн хăйĕн тỹлеме тивет. Ку кредит автомашина илес текенсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшать. "Автокредита" 18,5 процентпа паратпăр.

Кил-çурт çавăрас, хваттер туянас текенсен укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем килсе тухсан тỹрех Перекет банкне килсе кредитсем йĕркелеме пулать. Çурт тумашкăн е хваттер туянма укçа-тенкĕ нумай кирлине шута хурса кредитсемпе татăлмалли срока 15-20 çула паратпăр. Вĕсене çулталăкне 18 процент çинчен тивĕçтеретпĕр. Кредитăн сумми çурт е хваттер хакĕн 70 проценчĕ таран.

"Çамрăк çемье" кредита икĕ программăпа уйăрнă. Пĕрремĕшĕ ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн çамрăк çемьере упăшкипе арăмĕ те 30 тултарман пулсан, район администрацийĕнче "Çамрăк çемье" программăпа кредит илме черете тăнисене паратпăр. Кредит сумми туянакан хваттерĕн е тăвакан çуртăн 90 проценчĕ таран пулма пултарать. Проценчĕсене çăмăллатнă. Кредита илсен малтанхи 3 çул хушшинче 5 процент, каярах 10 процент тỹлемелле пулать. Енчен те çамрăк çемьере аслă пĕлỹллĕ çын, виçĕ е тата та ытларах ача пулсассăн, çамрăк çемьере пĕр çынни инвалид пулсассăн кредита процентсăрах илме май пур.

Иккĕмĕш программăпа усă курас текен çамрăк çемьери мăшăрсенчен пĕрин çеç 30 çултан иртмелле мар, район администрацийĕнче те черетре тăмалла мар. Кунашкал кредитăн проценчĕ çулталăка 18 процент çинчен.

Кĕçех Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарать, ун хыççăн ытти праçниксем. Уяв сĕтелĕ тулли пултăр тесен предпринимательсем сутакан лавккасемпе киосксен сентрисенчи таварсен ассортименчĕсем тĕрлĕрен пулмалла. Çакна тума укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир вĕсене ку енĕпе пулăшса уяв кредичĕ пама пултаратпăр. Ăна 1,5 çул таран илме пулать. Енчен те эсир ку кредита 120 кунлăха илес тетĕр пулсан, проценчĕ - 17, 150 кун таран - 17,5, 180 кун е пĕр çулталăк çурăна 18 процентпа паратпăр.

Патшалăх халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшни çак кредитсене панинче те лайăх палăрать. Вĕсемпе туллин усă курма кăна пĕлмелле. Халăха ĕçлеме май туса пани Раççей Конституцийĕнче палăртнă шухăш-ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пынине пĕлтерет те ĕнтĕ. Халăх ирĕклĕ ĕçлесси те вăй илет.

С. ХАРИТОНОВ,

Перекет банкĕн заведующийĕ.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться