Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕçех - отчетсемпе суйлавсем

Кĕçех - отчетсемпе суйлавсем

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин (ВОС) Куславккари пуçламăш организацийĕн пирĕн районти членĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ 27 çын хутшăнчĕç. Чи малтанах пуçламăш организацин председателĕ Е.Морева сăмах илчĕ, пухăннисене Чăваш Республикинчи ВОС организацийĕ - 75 çул, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществи 80 çул тултарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пухăннисене вырăнти организацисенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртесси, республикăри правленин отчетпа суйлав конференцине делегатсем суйласси çинчен пĕлтерчĕ.

Унтан пухăва килнисем отчет тăрăх ыйтусем пачĕç, хăйсене ертсе пыракан пуçлăхсене тав турĕç. Районти предприятисемпе организацисем спонсорла пулăшу пани те пирĕн кăмăла çĕклентерчĕ. Юрăсем юрласа савăнтăмăр. "Çĕпĕр вăрманĕ", "Партизанка Лена" тата ытти юрăсене юрланине мĕн пур кăмăлпа итлесе килентĕмĕр. Итлекенсем тăвăллăн алă çупрĕç, пĕчĕк концертшăн чунтан тав турĕç. Çапла вара вăхăта савăнăçлă ирттертĕмĕр. Тепĕр пухăва тата хаваслăрах, интереслĕрех ирттерессе шанса тăратпăр.

В. АНТОНОВА,

М. КАЗАКОВА,

ВОС членĕсем.



11 декабря 2004
00:00
Поделиться