Пурне те ятран асăнар
о Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн
Пурне те ятран асăнар
Вăхăт тĕлсĕр малаллах шăвать, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа акă 60 çул та çитет. Ветерансен йышĕ вара кунсерен чакса пырать. Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ĕçленĕ учительсенчен 7 çын хаяр вăрçа хутшăннă пулнă. Çакăн çинчен "Вĕсем Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ" стендран та пĕлме пулать. Асăнар-ха пурин ячĕсене те. Çакна эпир тума тивĕç: Е.А.Алексеев, С.В.Васильева, С.В.Виссарионов, Н.Г.Гурьев, И.Е.Мясников, П.С.Степанов, Л.Ф.Эверсков.
Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те халĕ пирĕн хушăра çук - кам фронтран таврăнайман, кам суранĕсене е ытти сăлтавсене пула çĕре кĕнĕ. Çак номертен пуçласа вĕсен хăшĕ-пĕрин шăпи çинчен каласа парасшăн.
Унăн вăрçăри çулĕсем çинчен пуçласа 1975 çулта Н.Стуриков писатель çырса кăларнă "Летел в ночи самолет" кĕнекерен вуласа пĕлнĕччĕ. 10 çула та çитмен ачана кỹршĕ çинчен кĕнекере çырса кăтартни питĕ тĕлĕнтернĕччĕ, чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуратнăччĕ. Каярах пĕлтĕм, ун çинчен ăçта кăна çырман-ши? Вăрçăри çар хаçачĕсенче те, "Огонек" журналта та. Пĕр çапăçура тăшманăн 17 танкĕпе 11 тупă, 5 тягачпа 250 фашиста тĕп тăвакан экипаж, паллах, çакна тивĕç пулнă. Лев Филимонович кун-çулĕ пирки район хаçачĕ те пĕрре кăна мар каласа панă, анчах ăрусем улшăнаççĕ, паттăрсене вара яланах ятран пĕлсе тăмалла.
1921 çулта çуралнăскер, вăрçăчченех чи мирлĕ - учитель - профессине суйласа илнĕ. Апла пулин те çак ĕçре нумай вăхăт та вăй хурайман - 1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайма ят тухнă. 1941 çул, çулла. Эверсков сержантăн киле таврăнма та вăхăт çитсе пынă ĕнтĕ. Анчах, халь киносенче кăтартнă пекех, июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине вĕсен чаçĕ тăнă вырăна бомбăсем ỹкме тытăннă. Сывă пул, тăван кил. Икĕ çула службăна килнĕскерĕн 4 çул хушши хаяр вут-çулăмра çунма тивнĕ. Ун чух, паллах, кун пирки шутлама та пултарайман. Вут-çулăмра çуннă тенине кунта тỹрремĕнех ăнланмалла. Танкист пулнăскер, 6 хут аманнă. Кăнтăр-Анăç, Сталинград фрончĕсен çарĕсемпе Харьковпа Сталинградран пуçласа Берлин таранах çитнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăри чи хаяр çапăçусене хутшăннă тени пĕрре те ỹстерсе калани мар. Сталинград, Курск пĕкки, Корсунь-Шевченковск операцийĕ, Кенигсберга штурмлани, Берлин операцийĕ... Историпе кăсăкланакансем çак ятсем хыçĕнче мĕн пытаннине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пĕр çапăçура тăшмана епле сиен кỹни çинчен çỹлерех асăнтăмăр. Унршăн вăл Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Анчах ку пĕрремĕш награда пулман-ха. Çакăн пек орденах вăл 1942 çулта тивĕçнĕ. Акă мĕн çырнă Лев Филимонович Эверсков аслă сержанта награда пама тăратнă документра: "В боях сильный, решительный и инициативный, младший командир Красной Армии. В бою 9 августа 1942 года в районе ст.Тингута у разъезда 74 Сталинградской области тов. Эверсков своим орудием уничтожил 8 танков противника, из которых 5 тяжелых танков, одно ПТО и до 35 человек пехоты..."
Вăрçа вăл кĕçĕн лейтенант званийĕпе вĕçленĕ, орденсем çумне нумай медальсем хушнă. Вара тинех хăйĕн пархатарлă ĕçне пуçăннă. Малтан Чупайĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта нимĕç чĕлхине, физкультура вĕрентет, директорта та вăй хурать. Каярах тăван Кивĕ Вăрмар ялĕнчи шкула куçать...
Иксĕлми вăй-хал тапса тăракан çын пулнă вăл, анчах ватă салтак чĕри 2002 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче тапма чарăннă. Мăшăрĕ Юлия Алексеевна (вăл та учитель пулнă), 3 хĕрĕ, 2 ывăлĕ унăн ятне çỹлте тытаççĕ. Пурте ятлă-сумлă çынсем, унпа çыхăннă пĕтĕм материалсене тирпейлĕн упраççĕ. Пур фронтовикпах пирĕн çапла пуласчĕ.
В. ТОЛМАТОВ,
обществăлла корреспондент.
Кивĕ Вăрмар ялĕ.