СЫВЛĂХРАН ХАКЛИ ÇУК
о ЧР Президенчĕн Указне - пурнăçа
СЫВЛĂХРАН ХАКЛИ ÇУК
Эрехе мĕн авалтан ăс-тăн тăшманĕ тесе каланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен" Указ та кăларчĕ. Çакă пире ку енĕпе куллен ĕçлеме хушать.
Алкоголизм, эрех-сăра ĕçсе иртĕхессин сăлтавĕсене этемлĕх пуçланнă вăхăталлах шырамалла, пулĕ. Античнăй медицинăна пуçарса яракан Гиппократ ĕçкĕ-çикĕ пирки каланă чухне çакна палăртнă: "Ачасем вăйсăр та чирлешке пулнин сăлтавĕ - ĕçкĕпе иртĕхни", - тенĕ вăл. Авалхи грексен тепĕр философĕ тата математикĕ Пифагор ун пирки çапла каланă: "Ĕçкĕпе иртĕхни вăл ăссăра тухмалли меслет". Вырăссен паллă психиатрĕ П.И.Ковалевский калани те тарăн шухăша ярать: "Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни çыншăн, обществăшăн тата государствăшăн çав тери пысăк инкек пулса тăрать".
Чылай специалист, сăмахран, çапла шутлать: алкоголизм сиенĕ вăйланса пынин сăлтавĕсем - культура çитменни, çын ăс-хакăлĕ ытла та чухăн пулни, пушă вăхăта тухăçлă, усăллă ирттерме вĕренсе çитейменни, çынсем хăйсен сывлăхне нимĕн чухлĕ те упрама тăрăшманни. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, ĕçке ярăннă çынсен 30 %-не яхăн пĕр сăлтавсăрах ĕçеççĕ, "ним тума пĕлменнипе, ĕçсĕр аптранипе", - теççĕ вĕсем. Çавăн пек мĕскĕн çынран акă мĕн ыйтас килет: стадион е театр, библиотека ăçтарах вырнаçнине пĕлет-и вăл? Юлашки вăхăтра илемлĕ литературăран е пĕлме интересли çинчен çырнă кĕнекесенчен хăшне вуласа тухнă?
Октябрь-декабрь уйăхĕсенче районта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пынă май, районти тĕп библиотекăра "Сывлăх - хамăр алăра" ятлă кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр. Хăш-пĕрисемпе паллашар-ха.
Волков З.Н. "Сывлăха ачаранах упрамалла".
Çак кĕнекене медицина наукисен кандидачĕ З.Н.Волков учительсемпе ашшĕ-амăшĕсем валли çырнă, ачасене тасалăха вĕрентме, вĕсене çирĕп сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерме ырă канашсем парать. Ачасене эрех-сăра ĕçесрен те асăрхаттарса тăмалла. Тепĕр чухне ачасене ашшĕ-амăшех эрех черкки тыттарать. Хăш-пĕрисен шучĕпе, хăватлă мар эрех апат анма та, ỹт хушма та, сывлăха çирĕплетме те, тутлă çывăрма та пулăшать, иккен. Ачана пĕчĕкле эрех сыптарни ỹссен ăна эрехрен пистерет тесе шухăшлакансем те тĕл пулаççĕ. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерет. Çамрăклах эрех ĕçме пуçланă çын ỹлĕмрен ĕçес килекен туйăма ниепле те çĕнтерме пултараймасть. Эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ çамрăк вара обществăшăн хăрушă çын пулса тăрать. 12-16 çулхи ачасен алкоголизмĕ питĕ хăвăрт аталанать. Вĕсен чирне палăртма та çăмăл мар, алкоголизм паллисем уçăмлă курăнмаççĕ. Çак шухăшсене пĕтĕмлетет автор ку кĕнекере.
Иванов Л.Н., Федорова И.Н. "Пĕчĕк черккерен - пысăк инкек".
Кĕнеке авторĕсем - çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас ĕçре пуян опыт пухнă специалистсем. Л.Н.Иванов - Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, медицина наукисен докторĕ, И.Н.Федорова - врач. Кĕнекере вĕсем эрех-сăра ĕçсе иртĕхни çынсене мĕн тери пысăк, хăрушă инкек патне илсе çитернине ĕненмелле çырса кăтартаççĕ, алкоголизм чирĕ пуçланса кайнин сăлтавĕсене сăнласа параççĕ, ытти хăш-пĕр ыйтăва тĕпчеççĕ. Çак кĕнеке авторĕсем хăйсен умне çапла тĕллев лартнă: алкоголе хирĕç пропаганда çивĕчлĕхне самантлăха та чакарма юраманнине тепĕр хут каласа кăтартмалла, ăна çамрăксем ăнланса илччĕр тесе тăрăшмалла, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессине кашни çын хăйĕн пирвайхи тивĕçĕ тесе шутламалла.
Ягодинский В.Н. "Шкул ачине никотинпа эрех-сăра сиенĕ çинчен".
Ку кĕнекере ача-пăчана табак туртма, эрех-сăра ĕçме пуçласран малтанах мĕнле асăрхаттармалли, табак тĕтĕмĕпе эрех-сăран химилле тытăмĕпе сиенĕ, табак туртсан е эрех ĕçсен çын организмĕнче пулакан улшăнусем çинчен ăнлантарнă. Çавăн пекех никотинпа алкоголь çын сывлăхне хавшатни, психикине улăштарни, унăн ĕçлес пултарулăхне чакарни, тĕрлĕ инкек-синкек, преступлени патне илсе çитерни çинчен витĕмлĕ тĕслĕхсемпе усă курса çырса кăтартнă. Çак кĕнекен авторĕ усăллă канашсемпе çамрăксене ăс парса пулăшасса шансах тăрать.
"Эрех сиенĕ" - ку кĕнекене тĕрлĕ авторсем çырнă. "Эрехе юратрăн пулсан - çемьене аркатрăн", - тенĕ ватă çынсем. Ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесенчи пурнăç йывăр та хăрушă. Кун пек çемьесенче чи лайăх та телейлĕ пулма тивĕç çулсем - ачалăх çулĕсем - хĕнре, тертленỹре, выçăллă-тутăллă иртеççĕ. Тăтăшах эрех ĕçсе анкă-минкĕленсе кайнă ашшĕн хаярлăхĕ, усаллăхĕ, çемьери харкашупа шăв-шав ачасен асĕнче тарăн йĕр хăвараççĕ, нумай чухне вĕсем ĕмĕрлĕхех манăçа тухмаççĕ. Çакăн çинчен çырнă та ĕнтĕ ку кĕнекере.
Вулакансене çак кĕнекесемпе тĕплĕнрех паллашма районти тĕп библиотекăна килме чĕнетпĕр. Врачсем панă сĕнỹсем, канашсем, асăрхаттарусем чылай вулакана усăллă пулĕç. Çын сывлăхĕ, телейĕ, савăнăçĕ хамăр алăра пулнине нихăçан та ан манăр.
Э. ДЕМЬЯНОВА,
библиотекарь.