Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ÇĔР-ШЫВ ЧИККИНЕ СЫХЛАМА

о Призыв

ÇĔР-ШЫВ ЧИККИНЕ СЫХЛАМА

"Хăпартăм çỹллĕ ту çине,

Çаврăнса пăхрăм ял çине,

Ялсем юлчĕç аякка та

Тăвансем юлчĕç хурланса..."

Çак сăмахсем салтак юррин кĕввипе илтĕнчĕç районти çар ĕç комиссариачĕ умĕнче. Кунта халăх нумай пуçтарăннă. Çичĕ çамрăк Тăван çĕр-шыв чиккине хураллама тухса кайрĕ. Кĕтеснер, Карăкçырма, Кивĕ Вăрмар, Арапуç, Хĕрлĕçыр ялĕсенчи тата Вăрмар поселокĕнчи каччăсем хăйсене ăсатма килнĕ хĕрĕсене ташă ушкăнне чĕнчĕç. Янăрать чăваш ташшин хаваслă кĕвви. Салтака каякан каччăсем сăвă такмакласа ташласа савнийĕсене 2 çул кĕтме ыйтаççĕ. Хаваслă çамрăксем. Çав хушăрах хăш-пĕр хĕрсен куçĕсем шывланнă. Ахăртнех савнийĕ салтака каять пулĕ. Икĕ çул нумаях та мар-ха. "Тăван çĕр-шыв умĕнчи парăма татмаллах. Савни те кĕтетĕп тесе шантарчĕ. Атте-анне, тăвансем, йăх-тĕп ятне çỹллĕ шайра тытма наказсем пачĕç. Юлташсенчен çеç уйрăлас килмест", - тет Андрей.

Кивĕ Вăрмарти Руслан Архиповăн калаçăвĕ вара çапла пулчĕ: "Малтанхи вăхăтсенче каясах килместчĕ. Çĕр-шыври "хĕрỹ" вырăнсем шиклентеретчĕç. Эпир килте виçĕ пĕр тăван. Эпĕ - чи асли, вăталăххи - Рома - вунпĕрмĕш класра, кĕçĕнни - Владик - 5-мĕшĕнче. Атте - Валерий Тимофеевич - хăй вăхăтĕнче салтакра пулнă. Эпĕ Тăван çĕр-шыва сыхламасан, тепри каймасан кам каять? Шăллăмсем те манран тĕслĕх илĕç. Хаваспах салтака каятăп, пурте йĕркеллĕ пуласса шансах тăратăп", - тет вăл пур кăмăлтан.

Салтака каякан çамрăксем пуçтарăнса çитсен, районти çар ĕç комиссариатĕнче призывниксемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ В.Николаев пулас салтаксене информаци пỹлĕмне кĕме команда пачĕ. Пĕрин хыççăн тепри кĕрсе ларсан, В.Николаев вĕсене салтак пурнăçĕпе паллаштарчĕ, çĕр-шыва сыхлаканăн тивĕçĕсем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çамрăксем ăна хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

Акă, çула тухма та вăхăт çитрĕ. Районти çĕр ĕç комиссариачĕн картишĕнче ятарласа уйăрнă автомашинăпа çамрăксене Канашри призывниксене пухмалли пункта çитиех ăсатаççĕ. Çула тухас умĕн каччăсем тăванĕсемпе сывпуллашнă хыççăн, сăн ỹкерттерчĕç.

Такăр та ăнăçлă çул сире, пулас çĕр-шыв хуралçисем.

А. НИКОЛАЕВА.



17 декабря 2004
00:00
Поделиться