Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чан çапма вăхăт

о Наркотик

Чан çапма вăхăт

Çын пурнăçне аркатакан, сывлăха хавшатакан наркăмăша кам шухăшласа кăларнă-ши? Халĕ темĕн чухлĕ пуçа ватсан та тупсăмне тупма çук. Героин, кокаин, марихуана, гашиш... çак сăмахсенчен çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет, чĕтрентерсе ярать. "Шурă порошока" пулах çамрăксенчен нумайăшĕ çăмăлттайла хăтланса çутă, ырă малашлăхри çула татать, çавна пулах сывлăха хавшатса калама çук пысăк сиен кỹрет, хăшĕ-пĕри çут тĕнчерен уйрăлса çĕре кĕрет. Çапла, наркомани паян чи хăрушă чирсенчен пĕри пулса тăрать. Наркăмăша пĕрре тутанса пăхнипех вăл этеме пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкерет, пурнăçăн суя çулĕпе ăсатса çынна тĕп тăвать. Питĕ шел, анчах тĕнчере, çĕр-шывра наркотиксемпе явăшса кайнă çынсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Çапла вара калама та кирлĕ мар, ку ыйту пуринчен те ытла çивĕч. Наркомани, алкоголизм чирĕсем сывлăхпа ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен обществăн çирĕплĕхне хавшатаççĕ, тĕллевленĕ пурнăçри ыйтусене татса тĕп тăваççĕ. Мĕн кĕтет пире ыран? Мĕнле пирĕн пуласлăх? Çапла вара тахçанах чан çапма вăхăт çитнĕ, мĕншĕн тесен наркомани чирĕ эпидеми евĕр пĕтĕм тĕнчене сарăлса пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Наркомание сарассине, упрассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе кăçалхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен республикăри "Çамрăксем наркотике хирĕç" акципе килĕшỹллĕн районта "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Палăртнă акцие тĕпе хурса районти шкулсенче ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ: калаçусемпе диспутсем, викторинăсемпе вăйăсем, анкетировани тата ытти те. Ачасене ăс-тăн парса, вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине кăларакансемшĕн - вĕрентекенсемшĕн - наркотик ыйтăвĕ çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать, мĕншĕн тесен ачасем шкул саккинченех эрех ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ, наркăмăш ас тивеççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче вăй хуракансем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси членĕсем шкул ачисемпе, вĕсен ашшĕ-амăсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, сывлăха пĕчĕкрен сыхламалли, право йĕркисене пăсассинчен сыхласси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, наркотике саракана, хатĕрлекене е упракана Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн статйисемпе килĕшỹллĕн явап тыттарасси пирки калаççĕ, асăрхаттарса хăвараççĕ.

Çавăнпа та наркотике хирĕç кĕрешес енĕпе чи анлă мел - профилактика.

Кашнинех ыранхи куна çирĕп утăмпа, çутă шанчăкпа кĕрес тесен наркомани чирĕн çулне пỹлмеллех, ЧР Президенчĕ Н.Федоров палăртнă "Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" Указа çирĕп тытса пымалла, мĕн пур çамрăксене спортпа физкультурăна явăçтармалла.

И. ДМИТРИЕВА,

райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен специалисчĕ.



17 декабря 2004
00:00
Поделиться