"Кăвак çулăм" ялкăшрĕ
о Инфраструктура
"Кăвак çулăм" ялкăшрĕ
Вăтакас ялĕ район центрĕнчен инçерех вырнаçнă. Пурăнакан кил хуçалăхĕ те 82 çеç. Апла пулин те пирĕн яла "кăвак çулăм" çитрĕ. Пĕчĕк ялсене патшалăх енчен пĕтме памаççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн тăрăшмалла мар? ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикине тĕпренех газификацилеме указ кăларни пирĕнни пек пĕчĕк ялсене газ кĕртме пулăшрĕ те ĕнтĕ. Кун пеккине тĕлĕкре те тĕлленмен пирĕн ялти çынсем. Газ баллонĕсем турттарса асапланнă хыççăн ку ырлăх килех кĕни калама çук пысăк савăнăç. Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Н.Яковлев, "Чувашсетьгаз" тулли мар яваплă обществăн "Урмарыгаз" филиалĕн пуçлăхĕ А.Васильев, "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем: П.Крылов, В.Крылов, С.Федоров тата ыттисем те килнĕ. Вĕсем пурте газ кĕртнин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăккине пĕлтерсе сăмах каларĕç. Ял халăхĕ ячĕпе Ф.Ванеркина тата эпĕ Њçак статья авторĕЌ вĕсене пур кăмăлтан тав турăмăр. Унтан Феоктиса Федотовна Ванеркина килне кайса, яла газ çитнине çирĕплетсе, "кăвак çулăма" чĕртсе пăхрĕç. Хальлĕхе ялта 3 килте кăна газ çунать-ха. Çитес вăхăтсенче ытти килсене те газ çитессе чунтанах шанатпăр. Çак пулăмшăн хĕпĕртесе манăн сăвă йĕркисем çуралчĕç:
Манăн çĕр-шывăм,
Манми тăван çĕр-шывăм
Ума тухса тăрать.
Юмах тĕнчи ку тейĕн
Чуна хăват парать.
Саншăн пуç таятăп,
Çĕнĕ сăвă çыратăп,
Саншăн кĕл тăватăп
Пĕрмай, пĕрмай, пĕрмай.
Нумай çĕрте уçăлчĕç
Асамлă чиркỹсем.
Уйăх çине çĕкленчĕç
Космос карапĕсем.
Саншăн пуç таятăп,
Çĕнĕ сăвă çыратăп,
Саншăн кĕл тăватăп
Пĕрмай, пĕрмай, пĕрмай.
"Кăвак çулăм" ялкăшрĕ
Хулапа ял пĕр тан.
Çавна чĕреçĕм туйрĕ,
Манми çĕр-шывăм ман.
Саншăн пуç таятăп,
Çĕнĕ сăвă çыратăп,
Саншăн кĕл тăватăп
Пĕрмай, пĕрмай, пĕрмай.
Т. НИМАКОВА,
обществăлла корреспондент.
Вăтакас ялĕ.