Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Программăна пурнăçласа

о Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн

Программăна пурнăçласа

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарни çывхарса килет. Пур çĕрте те чаплă уява тĕплĕн кĕтсе илсе анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ те ятарлă хушу кăларнă, Программа та йышăннă. Райадминистрацин анлă ларăвĕнче райадминистраци пуçлăхĕн "2002-2005 çулсенче районти халăха патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пурнăçламалли Программа" хушăвне епле пурнăçласа пыни çинчен сỹтсе яврĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева тухса калаçрĕ.

Программăпа килĕшỹллĕн райадминистрацин культура, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕсем çирĕплетнĕ планпа ĕçлесе семинарсем, конференцисем ирттереççĕ. Районта ку енĕпе слетсем, призыв умĕнхи çамрăксен спартакиадисем, спорт уйăхлăхĕсем иртеççĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕ çулсерен вăй илсе пырать. Май уйăхĕнче йăлана кĕнĕ "Орленок", "Зарница" çамрăк армеецсен районти финал вăййисем пулаççĕ.

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа районти историпе краеведени музейĕнче экспозицисен залне уçма палăртнă. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче Ĕçпе Вăрçă Мухтавĕн кĕтесĕсене йĕркеленĕ. Районта çарпа патриотла пĕрлешỹсем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, "Дорогой героев - дорогой отцов" Њруководителĕ И.КриковЌ, "Алекс" çарпа патриотла клуб ЊВ.ИльинЌ тата ытти те. Йăлана кĕнĕ йĕркепе музейсенче тăван ен культурипе çыхăннă тематикăлла уроксем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем иртеççĕ.

Районти клубсемпе библиотекăсенче ку енĕпе тĕрлĕ енлĕ мероприятисене пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, "Герой космоса", "Юные герои Великой Отечественной войны" литература каçĕсем* "На страже Отечества" çара каякансене халалласа кунсем* "Ты бессмертен, солдат", "В памяти мгновения войны" кĕнеке выставкисем йĕркелеççĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалласа май уйăхĕнче чупу ирттерме палăртнă. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани никĕсĕ çинче ỹстерсе çитĕнтересси районта тĕп тĕллев пулса тăрать. Çакăн çинчен райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский та каларĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Вăрмарсем районти халăха патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пурнăçламалли Программăпа тĕллевлĕ ĕçлесе Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине тивĕçлипех кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

В. ПЕТРОВА.



17 декабря 2004
00:00
Поделиться