Умра - çĕнĕ тĕллевсем
о Министерство кунĕ
Умра - çĕнĕ тĕллевсем
Иртнĕ юнкун пирĕн района Министерство кунне ирттерме Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ Г.Акимова, ЧР Президент Администрацийĕн организациллĕ пайĕн консультанчĕ Н.Каргин, ЧР экономика министерствин предпринимательствăпа ремесласен аталанăвĕн пай начальникĕн заместителĕ Н.Ефимова, общественноçпа çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ - министр помощникĕ О.Ильина, патшалăх инвестицийĕпе регионаллă программăсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов килнĕ, ĕç коллективĕсене çитсе курнă. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Л.Голубева тата вырăнти самоуправленин ытти яваплă ĕçченĕсем пулнă.
Министерство кунне район халăхĕпе туслă çыхăнура пулса вĕсен куллен килсе тухакан ыйтăвĕсене çийĕнчех татса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Яваплă çынсем виçĕ ушкăна пайланса "Шигали" хуçалăхра, Арапуç шкулĕнче, Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра, "Алекс" предприятинче, Пысăк Енккасси ялне çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, коллектив членĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин, районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Газ кĕртес ĕç районта мĕнле пулса пыни пурне те интереслентерчĕ. Çапла пулмасăр, ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăларнă Указпа ку ĕçе кăçал тĕппипех вĕçлемелле-çке. Çитес 2005 çулта халăха ĕçмелли шывпа туллин тивĕçтерме тытăнмалла. Халăх тулăх та хăтлă пурнăçпа пурăнсан кăна çĕр-шыв малалла аталанма вăй илĕ. Унăн малашлăхĕ ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕнчен те сахалах килмест. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе газ кĕртме çăмăллатнă кредит та пачĕç. Тĕл пулура хăшĕ-пĕрисене çак кредита çитес 2005 çулта илме пуласси пирки те интересленчĕ. Çурт-йĕр хăпартма хальхи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар. Ку енĕпе ипотека кредичĕ пирки те ыйтусем пулчĕç. Вĕрентỹ, культура, сывлăха сыхлас, суту-илỹ енĕпе ĕçсем мĕнле пыни пирки те чарăнса тăчĕç. Пурнăçĕ улшăнса пынă май çынсем ĕç вырăнĕсĕр тăрса юласси те сахалах мар халĕ. Ỹркенмен ăста пулнă тенĕ ĕлĕкхи çын, çапла вара халĕ чылайăшĕ харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе тăранса пурăнать. Вак предпринимательлĕх вăй илсе аталанса пырать. Çĕр ĕçĕпе уйрăммăн ĕçлекенсем те чылаййăн районта. Хăшĕ-пĕрисем, тен, тин пуçласа ярасшăн ку ĕçсене. Вĕсене патшалăх хăй енчен пулăшса тĕрлĕрен кредитсем парасси пирки ăнлантарчĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçлес пулсан чи малтан техника кирлĕ. Вĕсен хакĕсем те пĕчĕкех мар. Лизинг майĕпе тĕрлĕ техника туянма пуласси çинчен те пычĕ калаçу.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ", "Парксемпе садсен çулталăкĕ", "Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен" Указĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки те чылайччен калаçрĕç. Çаксем пурте халăх сывлăхне лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Апла пулсан, кашнин сывлăхĕ ытларах харпăр хăйĕнчен килет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан кăна çын патшалăхшăн усăллă пулĕ. Вĕренỹ, культура, спорт, медицина учрежденийĕсенчи ĕçченсем чăннипех те халăх сывлăхĕшĕн тăрăшчăр.
А. НИКОЛАЕВА.