Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн
о Çырупа хавхаланса
Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн
Вĕçленсе пыракан çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" тесе йышăннă. Чăваш Республикин Парламентне янă Çырура "...çак Указ çамрăксен ыйтăвĕсене татса парас, вĕсенче гражданлăх, этеплĕх тата профессионализм туйăмĕсене аталантарма пулăшакан условисем туса парас тĕлĕшпе пĕтĕм тытăмри ертỹçĕсен, вĕсен кăна мар, уйрăмах палăртса каласшăн, пĕтĕм шайри власть органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен яваплăхне ỹстермелле", - тесе палăртнă вăл. Мĕншĕн-ха вăл çамрăксемшĕн уйрăмах тăрăшмалли пирки тĕплĕн чарăнать? Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет енчен пуян, пĕлỹ илнĕ çамрăк - Чăваш Енĕн ыранхи çитĕнĕвĕ, пуласлăхĕ. Çак идеологи республикăра патшалăх политикин тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Çавăнпа та, çамрăк ăру пирĕн пуласлăх пулнă май, вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлесе ыранхи куна çирĕп шанчăкпа кĕмелле, патшалăх енчен пулăшма тивĕçлĕ условисем туса памалла. Районта ку тĕлĕшпе "Район çамрăкĕсем - 2004-2005 çулсенче" программа йышăннă. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче çамрăксен активĕн пухăвĕнче яш-кĕрĕмпе ĕçлемелли обществăлла пĕрлешỹсем йĕркеленĕ.
Районта çамрăксен экономикăпа социаллă ыйтăвĕсене татса парасси тĕп вырăнта тăрать. Çул çитмен ачасене çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçтарассипе те тимлĕн ĕçлеççĕ. Ĕçе 14-18 çулсенчи ачасене явăçтараççĕ. Кашни çулах халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ачасемпе çамрăксене ĕçе вырнаçтармашкăн предприятисемпе килĕшỹсем тăвать.
Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармашкăн та çамрăк ăру хастар хутшăнать: "Фемида", "Диалогсофт", "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Стимул" предпринимательсене регистрациленĕ.
Çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма пулăшассипе те патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал 40 çамрăк çемье 10 миллион та 878 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă ипотека кредичĕ илнĕ.
2004 çулта 20 чи лайăх вĕренекенсем, спортсменсемпе çамрăксем райадминистраци пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Çамрăксен политикине пурнăçа анлă кĕртсе пынăшăн 7 çамрăк райадминистрацин грамотисемпе хаклă парнисене илме пултарнă.
Районта ачасемпе çамрăксен 30 пĕрлешĕвĕ ĕçлет, унта - 3500 ытла çын. Вĕсене 2002 çулта республика конкурсне хутшăнса "Чăваш Республикин чи лайăх ачасен организацийĕ" ята çĕнсе илнĕ "Радость" обществăлла организаци пĕрлештерсе тăрать. "Сывлăх", "Кавал", "Юность", "Атлет" спорт клубĕсем, "Алекс" çарпа патриотизмла клуб йĕркеленĕ, çамрăк журналистсен "Идея" клуб ĕçлет.
Район çамрăкĕсем спортăн ытти нумай мероприятийĕсене хастаррăн хутшăнаççĕ.
Çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăсассинчен сыхлас енĕпе районта 2004-2006 çулсенче "Здоровому все здорово", "Молодежь за здоровый образ жизни", "Здоровое поколение", "Один день без сигареты", "Молодежь против наркотиков" акцисем ирттереççĕ тата ытти те.
Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, физкультурăпа спорт вăййисене хутшăнни вĕсене общество тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хастар кĕрешме активлăрах пулма пулăшать.
И. СТЕПАНОВА,
райадминистрацин
физкультурăпа спорт
тата çамрăксемпе ĕçлекен
пайĕн тĕп специалисчĕ.