Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕре кĕскетет

о ЧР Президенчĕн Указне - пурнăçа

Ĕмĕре кĕскетет

ЧР Президенчĕн "Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районта пирус туртнине тата наркотикпа усă курнине хирĕç уйăхлăх иртет. Ку вара, ман шутпа, питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен паянхи çамрăксем хăйсен пурнăçне çыннăн хăрушă тăшманĕсемпе - пируспа, наркотикпе, эрех-сăрапа çыхăнтараççĕ.

Табак туртни тата психикăна хавшатакан ытти япалапа усă курни çын организмне пысăк сиен кỹни каламасăрах паллă. Çакна шута илсех ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ятарласа Указ кăларнă. Президент шучĕпе республикăра табак туртнине чакарас, юридици сăпатĕнче тăракансем тата уйрăм предпринимательсем табак изделийĕсем туса кăларнипе, упранипе, сутнипе çыхăннă саккуна пăсса пурнăçланă ĕç-хĕле тупса палăртас тата унпа кĕрешес енĕпе тытса пыракан политикăна вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнмалла. Нумай пулмасть кăна çамрăксене эрех-сăрана хăнăхтаракан телевиденири киревсĕр сăра рекламине хирĕç кĕрешес енĕпе хăш-пĕр енчен пурнăçа кĕртме пултарчĕç. Шел пулин те, кунсăр пуçне этеме анратакан ытти çивĕч ыйтусем пĕрин хыççăн тепри татса пама хистеççĕ. Хальхи вăхăтра урамра е ытти обществăлла урăх вырăнсенче яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç уççăнах сăра кĕленчине йăтса е пирус мăкăрлантарса пынине курма пулать. Ку вара питĕ килĕшỹсĕр. Тата никотинпа эрех-сăра этем организмне пысăк сиен кỹни, çултан-çул ĕмĕре кĕскетни çинчен те тахçанах пĕлетпĕр пулин те, алăсене пирус пачки е эрех-сăра кĕленчи патне тăсатпăр. Çапла вара чир-чĕр те нумай кĕттермесĕр çыпăçать. Статистика палăртнă тăрăх, Раççей çĕр-шывĕнче пирус кăна туртса аталаннă тĕрлĕ чир-чĕртен кашни кун 700 çын вилет, унсăр пуçне туртакансенчен çурри ытла çамрăк, вăй питти пулнă чухне пурнăçран уйрăлать. Ку чăнах та питĕ тарăн шухăша путарать. Пирус туртни çемье бюджетне те сахал мар тăкак кỹрет. Асăрхамасăр пирус туртакансем час-часах инкек патне те илсе çитереççĕ, республикăра кашни çулах çак сăлтава пулах пушар тухнипех пурлăхсăр тăрса юлаççĕ, çынсен пурнăçĕсем те вăхăтсăр татăлаççĕ.

Чĕлĕм туртни сывлăха хавшатнине пулах "Пирус е сывлăх" çивĕч ыйту тухса тăрать. Çавăнпа та çамрăк ăру сывлăха, пуласлăха суйласа илессе пĕтĕм чунтан шанас килет. Никотин вăл - наркотик! Туртнă пĕр чĕлĕм ахаль те кĕске ĕмĕре 15 минут таран чакарать. Çавăнпа та пирус туртни - халăха майĕпен вĕлерсе, тĕп туса пыни. Çавăнпа пурне те ЧР Президенчĕ никотин серепинчен хăтăлма чĕнсе калать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ыйтать.

В. ГУРЬЕВА.



22 декабря 2004
00:00
Поделиться