Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нихăçан манăçми тĕл пулу

о Аса илỹ

Нихăçан манăçми тĕл пулу

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат А.Г.Николаев космонавт лĕтчик çинчен район çыннисем çырнă чылай статьясем пичетлесе кăларчĕ. Çыракансем пурте "Пирĕн Андриянăмăра" мухтаççĕ, чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕшĕн тав тăваççĕ. Вăл вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайнăшăн чунтан хурланаççĕ.

1962 çулта чăваш каччи "Восток-3" космос карапĕпе вĕçни пĕтĕм совет халăхне, уйрăмах чăвашсене - савăнтарчĕ. Кавалсемшĕн чăн-чăн пысăк уяв вара 1989 çулхи кĕркунне Андриян Григорьевич пирĕн яла килсе кайнă кун пулчĕ. Çак кун культура çуртне пĕтĕм ял çынни пуçтарăннă тесен те юрать пулĕ. Ун чухне ял Совет председателĕнче В.Нарзаев ĕçлетчĕ. Халĕ те вăл президиумра А.Николаевпа пĕрле ларса ỹкернĕ сăн ỹкерчĕкне чыслăн упрать. Акă машинăсем культура çурчĕ умĕнче чарăнчĕç. Машинăран пирĕн паттăр космонавт тата ытти хăнасем тухаççĕ. Халăх вĕсене тăвăллăн алă çупса "урра!" кăшкăрса кĕтсе илет. Савăнăçне пытармаççĕ Кавалсем: юратнă паттăра, чăваш космонавтне, хăйсен куçĕсемпех кураççĕ-çке! Уйрăмах ачи-пăчи: пĕр вырăнта сиккелет, алă çупать! Космонавт хăйне кĕтсе илме тухнă Кавалти пуçлăхсене алă тытса ăшшăн саламлать. Унтах тăракан Михаля Мучине те сиктерсе хăвармасть.

Пурте культура çуртне кĕреççĕ, пуху пуçланать. А.Николаева ун чухне СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйлама кандидата тăратнă. Нумай çын тухса калаçрĕ пухура, пурте вĕсем Николаева депутата суйлама чĕнсе каларĕç. Унтан А.Николаев сăмах илчĕ. Тĕлĕнтĕмĕр: космонавт чăваш чĕлхипе тап-таса калаçать! Эпир вĕт сахал мар курнă, тĕп чăваш "пĕчĕк шишкăна" тухсанах хăй чĕлхине "манса" вырăсла калаçнине. Ун пеккисене юратмасть халăх. Ăшшăн ăсатрĕ хăй юратнă чăваш паттăрне Кавал халăхĕ. Татах килсе курма ырă сывлăх сунчĕ. Анчах тек килсе савăнтараймарĕ Кавала космонавт. Вăл пирĕнтен уйрăлчĕ, ăна пытарнă кунсене эпир пĕтĕм Раççей çыннисемпе пĕрле хурланса ирттертĕмĕр.

Андриян Григорьевича пытарнă кун телевизор умĕнчен каймарăмăр. Пурте Андрияна пытарма килнĕ космонавтсен, тăванĕсен хушшинче ун хĕрне Еленăна тата В.Терешковăна шырарăмăр, анчах - кăлăхах. Ăнланатпăр: мĕнле чăтрĕ-ши Еленăн чĕри тăван ашшĕпе юлашки хут сывпуллашма килмесĕр?! Вĕт вăл ăна юратнă, пăхса ỹстернĕ. Халĕ тата таврара курман-илтмен хăрушă ĕç тăвасшăн - ашшĕн тупăкне чавса кăларса урăх çĕре илсе кайса пытарасшăн.

Хисеплĕ Елена! Эпир те Кавалсем, Вăрмар районĕн чăвашĕсем пекех Сире каласшăн: Ан хускатăр Андриян Григорьевич ỹтне!

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла

корреспондент.



22 декабря 2004
00:00
Поделиться