Потребкоопераци - вĕсен пурнăçĕ
о Династи
Потребкоопераци - вĕсен пурнăçĕ
Потребкоопераци - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен система. Кунти çынсен чи малтанах пуçарулăх, тавçăрулăх, ăс-тăн, интеллигентлăх кирлĕ.
Çакă вара райпори Александра Васильевна Васильева тĕп бухгалтерăн çителĕклех. Вăл потребкоопераци системинче 1969 çултанпа вăй хурать. Хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста специалист теççĕ ун пирки пĕрле ĕçлекенсем. А.Васильева Шупашкарти коопераци техникумне, 1974 çулта заочно майпа Мускаври коопераци институтне вĕренсе пĕтерет. Малтанах суту-илỹ базин бухгалтерĕ, райпотребсоюз бухгалтерĕ, 15 çул çăкăр заводĕнче - аслă бухгалтерта, 1985 çултан пуçласа паянхи кунччен райпора тĕп бухгалтерта вăй хурать. Çапла вара райпо системинчи ĕç стажĕ унăн - 35 çул. Вăл професси пĕлĕвне ỹстерессипе тăрăшса кашни çулах Чăвашпотребсоюз йĕркелекен тĕп бухгалтерсен курсĕнче вĕренет. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна "Раççей потребкооперацинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн", "Потребкоопераци отличникĕ" знаксемпе наградăланă. Чăваш Республикин потребкоопераци ветеранне, Александра Васильевнăна 2000 çулта ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн "ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Çакăн пек хисеплĕ çынна Кивĕ Вăрмарти Екатерина Никифоровнăпа Валентин Ефимович Ефимовсем кун çути парнеленĕ. Вĕсен çемйинче Александра чи аслă хĕрĕ, ун хыççăн тата тепĕр 3 ача. Туслă та ĕçлĕ çемьере ачисем те пурте çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ. Шел пулин те, ачасен пултарулăхĕпе ашшĕ савăнаймарĕ, 1972 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çăмăлах пулман çамрăк ачасене ура çине тăратма Екатерина Никифоровнăна. Унăн пурнăçĕ те райпо системипех çыхăннă. 7 класс пĕтерсенех суту-илỹ системине пырса кĕрет те вăл, мĕн пенсие кайичченех тăрăшать. Пĕр вăхăт упăшкипе иккĕшĕ пĕрле хăйсен ялĕнчи магазинта вăй хураççĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕ пысăк, унта пĕр лавкка çеç мар. Екатерина Никифоровна вара Уйкас лавккинче нумай тар тăкать ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерессипе.
Ĕçне кура - хисепĕ. Е.Ефимова пирки вара, хăй ку тĕнчере çук пулсан та, ыррипе кăна аса илеççĕ.
Райпо системинче вăй хуракан Анатолий Геннадьевич Васильев Екатерина Никифоровнан мăнукĕ, Александра Васильевнан ывăлĕ. Акă мĕнлерех çынсенчен тĕслĕх илсе çитĕннĕ вăл. А.Васильев шкулта вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти кооператив институтне пĕтерет. Унтан тỹрех Хусанти юридици институтне заочно майпа кайса кĕрет. Вĕреннĕ хушăра пĕр çулталăк службăра пулать. Ун хыççăн райпо системине ĕçе пырса кĕрет те мĕн паянхи кунчченех унта вăй хурать. Халĕ вăл райпо çумĕнчи "Надежда" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ. "Ача-пăча ырра курсан ырă пулать" текен ваттисен сăмахĕ тĕрĕсех пулĕ çав.
А. НИКОЛАЕВА.