Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ
Район депутачĕсен Пухăвĕн виççĕмĕш суйлаври çирĕм пиллĕкмĕш ларăвне райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, кĕскен районта газ кĕртес ĕç мĕнлерех шайра пыни çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи çул вĕçленсе пынипе пĕрлех ялсене "кăвак çулăм" çитерессин хăвăртлăхне ỹстермеллине асăрхаттарчĕ.
Районта культурăна упраса хăвармалли тата аталантармалли тĕллевлĕ программăна еплерех пурнăçласа пыни çинчен район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова тухса калаçрĕ.
Культура алкум вĕçĕнчен пуçланать тенĕ пек чи малтан çыннăн тĕнче курăм культурине пуянлатмалла. Культура вăл - культура çурчĕ мĕнле шайра пулнинчен кăна палăрмасть. Çурчĕ кермен пек пулсан та эпир унпа тĕллевлĕ усă курма пĕлмесен культура шайĕ чакать. Районти чылай ялсенчи клубсем тивĕçлĕ шайра мар. Хăшĕ-пĕрисене хутса ăшăтма та май килмест. Çурчĕсем те кивелсе çитнĕ. Унта ĕçлеме çамрăк кадрсем те çитсех каймаççĕ. Çакă вара пурте укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çурчĕсем кивĕ пулсан та унта хĕрт- сурт кĕртесси вара клубра ĕçлекенсенчен те нумай килет. Тирпей-илеме айккинчен килсе никам та туса памасть. Ял халăхне кашни уявра кану каçĕсем йĕркелесе парассипе те ĕçлемелли пайтах. Юлашки вăхăтра моделльĕ библиотекăсем хута кайма пуçлани çамрăксен чун-хавалне çĕклентерсе ярать. Кун пеккисем Пысăк Енккасси, Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Кавал ялĕсенчи тата районти тĕп библиотекăсенче уçăлнă. Интернетпа тĕнче шайне тухма пултараççĕ вĕсем, ыттисен вара кун пекки çинчен ĕмĕтленме кăна тивет.
Районăн çитес çулхи бюджечĕ çинчен тата 2005 çулхи уйрăм çынсен пурлăх налукĕн ставкипе районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев паллаштарчĕ. Пурте пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе район бюджетне пуянлатса пырса уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмаллине палăртрĕ. Ларăва хутшăннисем ку ыйтăва пăхса тухнă чух хăйсене, халăха интереслентерекен ыйтусем чылай пачĕç.
Çĕр налукĕшĕн тата ăна арендăна илнĕшĕн 2005 çулта еплерех тỹлессин ставкине палăртасси пирки тата муниципаллă пурлăха приватизацилессин йĕркине çирĕплетессипе* муниципаллă пурлăха приватизацилессин çитес çулхи программипе тата ку енĕпе ытти тĕрлĕ ыйтусем пирки çĕр ресурсĕсемпе тата муниципаллă пурлăха йĕркелесе пырассипе ĕçлекен район администрацийĕн пай начальникĕ В. Муллин ăнлантарчĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн 2005 çулхи тарифĕпе "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă управленийĕ" муниципаллă учреждени начальникĕ В.Иванов паллаштарчĕ.
Ларăва хутшăннисене пур ыйту та кăсăклантарчĕ. Докладчиксене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Пăхса тухнă ыйтусем пирки депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров 2005 çулта район администрацийĕн структури мĕнлерех пулассипе паллаштарчĕ. Пĕтĕмлетсе сăмах каласа çĕнĕ çула çитĕнỹсемпе кĕтсе илме ырă сунса алла-аллăн тытăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.
А. НИКОЛАЕВА.