Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Якăлч" вăрманĕ

о Парксемпе садсем ешерччĕр

"Якăлч" вăрманĕ

Мĕн авалтан чăвашсем çурт-йĕр тавра, çырма-çатрасенче, урам хĕррисенче йăмрасем лартнă. Ку, паллах, илемшĕн, таврара уçă сывлăш пултăр тесе çеç тунă ĕç пулман. Чăваш йăмри хуралтăсемпе çурт-йĕрсене, "хĕрлĕ автан" алхасасран сыхланă, урамсемпе шырлансене çурхи шыв çурасран упранă, çуллахи шăрăхра вĕсен айĕнче кĕтỹ кăнтăрлахи канăва выртнă тата ытти те.

Пирĕн Шăхаль ялĕ витĕр Шарпаш шывĕ юхса иртет. Тăватă çухрăма тăсăлать вăл. Ĕлĕк уйри çăл куçсемпе пĕчĕк кỹлĕсене тăтăшах тасатса тăнă вăхăтра Шарпаш шывĕ самаях вăйлăччĕ. Унта вуншар пĕве пĕвелесе ачасем шыва кĕнĕ, шыв арманĕсем ĕçленĕ. Халĕ шыв вăйсăрланнă, хурсемпе кăвакалсене шыва кĕмелĕх çеç тăрса юлнă.

Çитмĕл, сакăрвунă çул каялла асаттесемпе кукаçисем Шарпаш çыранĕ ан ишĕлтĕр тесе ун хĕррине çĕршер, пиншер тĕп йăмра лартса хăварнă. Мăкăш, Биктимир, Шемек, Крикка, Мекке, Шамук, Салма, Спиркка йăмрисем халĕ те хăлаç çитмелле мар ỹссе кайнă. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ тỹнме пуçланă ĕнтĕ. Анчах вĕсем вырăнне çамрăк йывăçсем лартакансем те çук мар ялта.

Турикасра Лесная урам пур. Ун хĕррипе урлă çырма иртсе каять. 20-30 метр тарăнăш çырма тĕпĕнче шăнкăртатса тăрă шыв юхса выртать. Аслă Отечественнăй тата Яппун вăрçисенчен таврăннă хыççăн Илья Яковлевич Бариновский çав çырма айлăмĕпе хĕррисене çĕршер тĕп йăмрапа тирек, хурăнпа панулми йывăçĕсем лартса хăварнăччĕ, качака-сурăх кăшласран карта тытса çавăрнăччĕ. Халĕ "Якăлч" Њăна çапла чĕннĕЌ пирĕнпе çук ĕнтĕ, çĕре кĕни вăтăр çул та иртрĕ пулĕ. Вăл лартса хăварнă йăмрасемпе хурăнсем тỹпенелле кармашаççĕ. Çỹллĕшĕ çирĕмшер метр ытла. Çыранĕсем те пачах ишĕлмеççĕ. Урамĕ ку анаталла, çырманалла анать. Çавăнпа та çак йывăçсем хỹтĕлемесен кунта тахçанах çĕнĕрен çырма пулмалла. Çук, ирĕк памаççĕ çав лăпкă çилпе пăшăлтатса ларакан çỹллĕ йăмрасемпе тирексем çĕре çурма.

И.Бариновский вăрçăран таврăннă хыççăн вăрман çывăхĕнчи Кĕçĕнкỹл çумĕнче вунă гектар çинче сад лартса ỹстернĕччĕ. Шел, ун чухнехи колхоз пуçлăхĕсем тимсĕр пулнипе йывăçсене мулкачсем кăшласа ячĕç, сад пахчи пĕтсе ларчĕ.

Ялта çут çанталăка, йывăçсене юратакан çынсем татах та нумай. Астăватăп-ха. Нĕртте Гриши пахчи çумĕнчи пулăхлă çĕре çуркунне Шарпаш шывĕ юхтарса каятчĕ, çырма туса хăваратчĕ. Çĕкленчĕç йывăçсем. Халĕ унта хурăн вăрманĕ çитĕнет, çỹллĕшĕ вĕсен çирĕм метр ытла. Григорий Петрович вăрçăран таврăнсан, 35 çул иртсен, Аслă Çĕнтерỹ кунне халалласа лартнă вĕсене. Унта çуллахи вĕри çанталăкра уйрăм çынсен сурăхĕсемпе пăрушĕсем "канма" выртаççĕ.

Ватăсен ĕçне малалла пурнăçлакансен списокне татах тăсма пулать. Акă, Тинкĕлер çăлĕ çывăхне, Шарпаш çырми хĕррине Хлиман Микулайĕпе Чике Коли пысăк кỹлĕсем чавнă. Вĕсен тавра çĕршер тĕп хăвапа йăмра хунавĕсем чиксе тухнă. Йывăçсем чылаях çĕкленнĕ ĕнтĕ, тин вăй илекеннисем те пур-ха.

Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсене те çамрăклах йывăç-курăка юратма хăнăхтараççĕ, Акă, кăçал кĕркунне шкул ачисен вăйĕпе "Шигали" хуçалăх çĕрĕ çине 20 пин тĕп çамрăк хунавсем лартса хăварчĕç.

Хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăç та лартман çын, çын мар, тесе тĕрĕс калаççĕ чăвашсем. Чăнахах та çапла пулĕ çав.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2004-2005 çулсене "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе Указ йышăнчĕ. Питĕ кирлĕ ĕç. Çавна тĕпе хурса пурăнаççĕ Шăхаль ял çыннисем.

Г. ЧЕРНОВ,

обществăлла корреспондент.

Шăхаль ялĕ.



22 декабря 2004
00:00
Поделиться