Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе чунтан парăннă

о Санăн çыннусем, район

Ĕçе чунтан парăннă

Хĕлле те, çулла та, стадионта е Спорт çуртĕнче вĕренекенсем хушшинче тăтăшах курма пулать ăна. Вĕсемпе тренировкăсем ирттерет, спортри ăнăçлăхăн вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентет. Хăйĕн пĕтĕм пĕлĕвĕпе ăсталăхне çамрăксене пама тăрăшать. Унăн воспитанникĕсенчен чылайăшĕ халĕ пултаруллă спортсменсем кăна мар, ăмăртусенче спорт судйисен вырăнĕсене йышăнаççĕ. Районта физкультурăпа спорта аталантарассишĕн, вĕсене халăхăн анлă массисене явăçтарассишĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне паракан пултаруллă спортсмен вăл - ачасемпе çамрăксене Вăрмарти спорт шкулĕн иккĕмĕш категориллĕ тренер-преподавателĕ Василий Васильевич Семенов.

Канашри педучилищăн физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн килнĕ хамăр района. Педучилищĕре илнĕ пĕлỹпе практикăра анлăн усă курма пуçланă. Районти вĕрентỹ пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче аслă тренер пулнă май тĕрлĕ çулсенче ачасене волейболла тата футболла вылямалли мелсене хăнăхтарать. Тăрăшни сая кайман. Районăн пĕрлештернĕ волейбол команди 1979 çултан пуçласа 1992 çулччен республикăра яланах призерсен шутĕнче пулнă. Çав çулсенче алă мечĕкĕпе выляссипе район команди çулсерен пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Кăçал вĕренекенсен команди сăран мечĕкле выляссипе Çĕмĕрлере ирттернĕ республика чемпионатĕнче виççĕмĕш пулнă.

Мини-футбол енĕпе республика чемионатне хутшăнса пирĕн спортсменсем никама та выляса ямасăр халĕ финалти ăмăртăва хутшăнма хатĕрленеççĕ. Район чысне яланхи пекех унăн воспитанникĕсем - А.Ларионов, А.Иванов, М.Семенов, А.Куликов, Т.Иванов, Д.Храмов пултаруллă хỹтĕлессе шанать ĕçе чун парăннă тренер.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн панă Хисеп грамотисем Василий Васильевичăн темĕн чухлех. Вĕсем ăна татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантараççĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



25 декабря 2004
00:00
Поделиться