Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куç тулли савăнăç

о Çулсем тата çынсем

Куç тулли савăнăç

Эпĕ, мĕн ачаранах Атайкасси ялĕнче пурăнса ỹснĕскер, Васильевсен çемйине лайăх пĕлетĕп тесен те йăнăшмастăп. Мария Николаевнапа Владимир Васильевич çак ялтанах. Вĕсем 1956 çулта пĕрлешсе çемье çавăрчĕç. Иккĕшĕ те колхозра вăй хуратчĕç. Владимир Васильевич вара фермăра тăрăшатчĕ. Пурăна-киле урам вĕçĕнче çурт лартрĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн йыш та хутшăнма тытăнчĕ. Унсăрăн мĕнле пултăр-ха? Пĕр сăмахпа каласан, унтанпа шыв чылай юхрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче пирĕн çемье Вăрмар поселокне пурăнма куçса килчĕ. Апла пулин те, Васильевсен çемйипе пирĕн çыхăну татăлмарĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен ачисем ура çине тăчĕç, чылайăшĕ мăшăрланса хăйсем çемье çавăрчĕç.

Çак кунсенче мана Атайкассинчи Мария Николаевнасем патне çитсе курма май килчĕ.

Мария Николаевнапа Владимир Васильевич Васильевсем иккĕшĕ те йышлă çемьере çуралнă. Мария Николаевнан ашшĕ - Николай Сергеевич Сергеев "Сталь" колхозра бригадирта, ытларах платникре, вăй хунă. Амăшĕ - Федора Хрисановна та колхозра тăрăшнă. Вĕсен çичĕ ача пулнă.

- Эпĕ - асли, пĕтĕмпе виçĕ хĕр те тăватă ывăл ỹснĕ, - терĕ малалла Мария Николаевна. - Çураласса 1934 çулта сентябрĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Энĕшпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм. Колхозра ĕçлерĕм. Владимир Васильевичпа пĕрлешрĕмĕр. Тỹрех калатăп ĕнтĕ: пурнăçра çăмăллине курман. Çуртне лартмалла, ачасене пăхмалла. Хальхи пек патшалăхран пулăшу кĕтме пĕлмен. Хамăр вăя шанса тăрăшнă. Хăвăрах пĕлетĕр: ачасем те вуннăн. Пушшех те йывăрччĕ. Халĕ хыçа юлнă ĕнтĕ...

- Ахальтен мар ĕнтĕ вăл вăхăтра патшалăх вунă е ытларах та ача çуратнă амăшĕсене "Ача амăшĕ-героиня" хисепле ят парса чыс тунă, - чăтаймасăр сăмах хушрăм эпĕ. - Темшĕн-çке çак ята пама пăрахрĕç...

- Хисеплĕ ят та панă. Сăмахран, эпĕ ăна 1979 çулта ноябрĕн 28-мĕшĕнче илме тивĕç пултăм. Нумай-и, сахал-и - пособи те парса пынă. Юрать-ха вунă ачана эпир мăшăрпа пĕрле пăхса ỹстертĕмĕр. Пĕччен пулсан, мĕнле ура çине тăратăн? Хĕн пулатчĕ татах. Ашшĕ пирĕнтен 2000-мĕш çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Акă вĕсен ачисем. Хăй вăхăтĕнче кашниех Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Виталий - çар ретне кайиччен Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра, килсен те унтах ĕçленĕ пулнă. Халĕ Шупашкарта "Энергосбытра" сантехникра тăрăшать. Ывăлпа хĕр ỹстереççĕ.

Юля колхозра ĕçленĕ. Повара вĕренсе районти обществăлла апатлану предприятийĕнче тăрăшнă. Халĕ Пĕчĕк Енккассинче пурăнать. Пĕр хĕр те икĕ ывăл ỹстереççĕ.

Люся Шупашкарти иккĕмĕш номерлĕ çăкăр заводĕнче кондитерта вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл ỹстереççĕ.

Валерий çар ретне кайиччен Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Унтан килсен çав хуларах милици шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт милицире вăй хунă. Ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Шупашкарта пурăнаççĕ.

Коля çар ретĕнче пулнă. Шупашкарти агрегат заводĕнче вăй хунă. Халĕ вахта йĕркипе Мускавра ĕçлет. Авланман.

Светлана тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех республикăра мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ ăмăртусенче 1500 тата 3000 метрлă дистанцисенче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

1989 çулта Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухнă çулхине Ужгород хулинче ирттернĕ Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçлать.

1989-1993 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнче вĕренет.

Унăн професси карьери 1994 çулта пуçланать.

Пултаруллă спортсменка Н.Захаров (мăшăрĕ) тренерпа кăçалхи август уйăхĕнче Грецин тĕп хулинче Афинăра ирттернĕ Олимп вăййисене хутшăнса марафон чупăвĕнче тăххăрмĕш вырăн йышăннă.

Нумаях пулмасть октябрь уйăхĕнче Чикагора (АПШ) ирттернĕ ăмăртура лайăх результат кăтартнă.

Вĕсен çемйи Шупашкар хулинче пурăнать.

Альбина Кукеçри "Паха тĕрĕ" фабрикăра çĕвĕçре чылай вăхăт вăй хунă. Халĕ Шупашкарти çĕвĕ фабрикинче тăрăшать.

Сергей çар ретĕнче пулнă. Шофера вĕренсе тухнă. Атайкассинчи "ВЕХА" хресчен фермер хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Халĕ ялта арендаторта (5 гектар çĕр çинче) вăй хурать. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ỹстереççĕ.

Юрий шофера вĕренсе тухса пиччĕшпе, Сергейпе, ялта пĕрле ĕçлет. Мăшăрĕпе хĕр ача ỹстереççĕ.

Оля Шупашкарта повара вĕренсе тухнă. Халĕ пĕр шкулта поварта вăй хурать.

Çапла, пурнăçра йывăррисĕр çăмăлли пулмасть. Акă, кăçал сентябрĕн 4-мĕшĕнче Мария Николаевна çитмĕл çул тултарчĕ. Унăн чаплă юбилейне вунă ачи те мăнукĕсемпе (вĕсем пĕтĕмпе вун виççĕ) пĕрле пуçтарăнчĕç. Чăннипех те пỹрте шăнăçайми. Çак кун кил хуçи хăйне ывăлĕсем, хĕрĕсем ăшшăн саламланă чухне савăнăç, телей куççульне ниепле те пытараймарĕ. Шел, ашшĕ пулаймарĕ савăнăçлă вăхăтра...

- Пуриншĕн те пĕр пекех хĕпĕртетĕп, кулянатăп та. Пурнăçра тем те килсе тухать те, - терĕ пире юлашкинчен Мария Николаевна.

- Тен, Светланăшăн, тепĕр чухне, ытларах та пулĕ. Куншăн ыттисем мана кỹренмĕç ĕнтĕ, мĕншĕн тесен вăл час-часах мăшăрĕпе пĕрле самолетпа вĕçет. Телевизор пăхнă, радио итленĕ чухне самолетсем персе анни çинчен час-часах калаçаççĕ те эпĕ вара кашнинчех ирĕксĕрех шартах сикетĕп: "Пирĕн Светлана пулман пултăрччех унта" тесе шухăш вĕçсе иртет...

Тивĕçлĕ канăва тухни чылай, хăйĕн сывлăхĕ чаплах мар пулин те, Мария Николаевна килти хуçалăхра сурăхсем, сыснасем, виçĕ ĕне чунĕ усрать.

Ялта пурăнакан ывăлĕсем, хуларисем те (хĕрĕсем, ывăлĕсем) пушă вăхăтра пурте килсе пулăшма тăрăшаççĕ.

В. МИРОНОВ.



25 декабря 2004
00:00
Поделиться