Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кунта санăн пин юлташ

о Вăрмар Ен: ĕнер, паян, ыран

Кунта санăн пин юлташ

Компьютер революцийĕ Чăваш Енре вăл шкулсене Интернетпа çыхăнтарнинче, ун хыççăн яллă вырăнсенче общество центрĕсем йĕркелеме пуçланинче палăрчĕ.

Библиотека - кĕнекесен пуххи. Ăна çынсем пуçтарнă. Мĕн ĕлĕкрен халăха çутта кăларма тăрăшнă. Малтанхи вăхăтсенче чăваш халăхĕ чылайăшĕ вулама, çырма та пĕлмен. Ахальтен каламан пулĕ "Чăваш кĕнекине ĕне чăмланă" тесе. Пирĕн районта вулав çурчĕсем 1919 çулта уçăлма пуçланă. Арапуç вулăсĕнче - 4, Енккасси-Энĕшпуçĕнче - 3, Кавал вулăсĕнче 6 уçăлнă. Ку ĕç пысăк хăвăртлăхпа аталаннă. 1920 çулта район территорийĕнче халăх çурчĕсем - 2, библиотекăсем - 3, вулав çурчĕсем 7 пулнă. 1954 çулччен районти библиотека, клуб чукун чул çумĕнчи Ворошилов урамĕнче вырнаçнă. 1955-1957 çулсенче - районти культура çуртĕнче. 1957-1999 çулсенче - Чапаев урамĕнче. Халĕ ку çуртра ача-пăча библиотеки вырнаçнă. Районти тĕп библиотека малтанхи пĕрремĕш вăтам шкулăн пуçламăш классене вĕрентнĕ çуртра вырăн тупрĕ. Паянхи куна районти тĕп библиотека çумĕнче ялти 25 библиотека филиалĕ, поселокри ача-пăча библиотеки.

Çулталăк каялла кăна библиотекăсенче компьютерсем пуласси тĕлĕкри пек кăна туйăннă. Общество инфраструктурине аталантарас, ялти пурнăçа лайăхлатас, çынсен информаци илес пуласлăхне анлăлатас тĕллевпех ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикинче ялти тĕслĕх /модельлĕ/ библиотекăсем йĕркелесси çинчен" Указ кăларнă. Çакă вара ялти тĕслĕх библиотекăсене уçма тивĕçлĕ условисем йĕркелеме, юсав ĕçĕсемпе тивĕçтерме, çуртсене çĕнетме, сĕтел-пукан туянма, телефон кĕртме тата оборудование упрамашкăн май туса пачĕ. Хальхи вăхăтра районта модельлĕ библиотекăсем - Пысăк Енккасси, Кавал, Кивĕ Вăрмар, Чулкас ялĕсенче тата районти тĕп библиотекăра. Паян кунта çынсем харпăр хăйне кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех татса пама пултараççĕ. Интернетпа тĕнче шайне çитиех тухма пултараççĕ. Кунта вулакансене нормăпа право информацийĕпе туллин тивĕçтереççĕ, электрон каталогĕсене йĕркелеççĕ, тĕнчери пысăк библиотекăсен çăл куçĕсен информацийĕпе усă кураççĕ. Модельлĕ библиотекăсенче компьютер техники, лайăх кĕнекесен, лицензиленĕ видеокассетăсен, вĕрентỹ програмиллĕ тата энциклопедисен электрон версийĕллĕ компакт-дискĕсен комплекчĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, видеомагнитофон, музыка центрĕсем пур.

Модельлĕ библиотекăри ĕç пахалăхлă шайра пулса пырать. Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев - кашни ял çыннине электрон çăл куçĕсемпе усă курма вĕрентесси. Библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕ темăпа нумай мероприятисем туса ирттереççĕ. Пирĕн çитĕннисемшĕн те, пĕчĕккисемшĕн те алăк яланах уçă. Кунта кашни çыншăн пин юлташ.

Г. АЛЕКСЕЕВА,

районти пĕрлештернĕ

библиотекăсен тытăмĕн директорĕ.



25 декабря 2004
00:00
Поделиться