Ỹсĕмсен çулĕпе
Ỹсĕмсен çулĕпе
Потребкоопераци - халăх ырлăхĕшĕн. Çакна тĕпе хурса, ял çыннин нуши-тертне ăнланса райпо пур йывăрлăхра та пулăшу пама тăрăшать, унăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парса пулăшассине мала хурать. Ахальтен мар ĕнтĕ чухăнлăхпа, ялти ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессине - социаллă миссине - эпир, потребкоопераци тытăмĕнче вăй хуракан ĕçченсем, ăна пурнăçа çирĕп, анлă кĕртессишĕн хастар тăрăшатпăр. Халăха пулăшу кỹрес енĕпе тăрăшни предприятин пур отраслĕнче те уççăн палăрать.
Кашни çын пуçне таварпа тивĕçтересси, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 112,7 процент ỹснĕ, халĕ вăл 2932 тенкĕпе танлашать. Ăна вара конкуренци йĕри-тавра çивĕч аталаннă вăхăтра пурнăçлама пачах та ансат мар.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем те халăха паха та йỹнĕ апат-çимĕçпе, ĕç çыннине меллĕ ĕç кунĕпе тивĕçтерсе кăмăла ỹстереççĕ. Пĕлтĕр 11 уйăхра обществăлла апатлану предприятийĕ 12079 пин тенкĕлĕх ĕçлесе тупăш илнĕ. Çакă вара тỹрремĕнех хамăр туса кăларакан продукцин пахалăхĕнчен тата пуян ассортиментĕнчен те килет.
Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен "Ромашка" çуртра вырнаçнă парикмахерски, атă-пушмак, телеаппаратура юсакан мастерскойсем тата сăн ỹкерттермелли салон пурĕ пĕрле сахал мар тупăш кỹнĕ.
Хатĕрлев ĕçне те кăçал 9719 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.
Райпон пурĕ 60 лавкка. Çак лавккасем хушшинче тупăшсăр ĕçлекенсем те пур паллах. Анчах та вĕсем суту-илỹ ăнăçлă тăваймаççĕ пулсан та пĕчĕк ялсенче юлнă ватă çынсемшĕн ку хăйне евĕрлĕ чăн-чăн пĕчĕк утрав пулса тăрать, мĕншĕн тесен кунта хаçат-журнал, кĕнекесем вулама та, чей ĕçме те, ыттисемпе шăкăл-шăкăл калаçма та пулать.
Тупăшлă ĕçлекен лавккасем те чылай. Вĕсенчен поселокри евроюсав туса çĕнетнĕ "Заря" лавкка, тĕслĕхрен, 4853 пин, "Надежда" - 3393 пин тенкĕлĕх тавар сутма пултарнă. Пысăк Енккасси /заведующийĕ О.Демидова/, Пинер /Л.Родзянова/, Энĕшпуç /А.Алексеева/, Мăнçырмари "Новинка" павильон /Е.Павлова/, Шăхаль /И.Алексеева/, Чулкас /П.Илларионова/, Кĕлкеш /А.Денисова/ куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккасен сутуçисем ĕçе аван йĕркеленĕ. Çав хушăрах маттур сутуçăсем сĕт пухассипе те хастар ĕçлеççĕ. Сĕт пухассине 25 лавккара йĕркеленĕ. Сутуçăсем тăрăшнипе халăхран 2004 çулта 834 тонна сĕт пухнă. Уйрăмах Тикаш, Мăнçырма, Шăплат, Кавал, Хĕрлĕçыр, Пинер, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенчи куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккасен сутуçисене ырăпа асăнса хăвармалла.
Малаллахи ĕмĕт-тĕллевсем анлă. Вĕсем вара тỹрремĕнех хресченĕн тупăшне, ялти пурнăç шайне ỹстерсе пурăнма, ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парассипе çыхăннă. Хресченĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ райпошăн нихăçанхинчен çывăх. Социаллă миссине эпир, кооператорсем, пурнăçа кĕртсе пыратпăрах.
К. НИКИТИН,
райпо совечĕн председателĕ.