Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ çул - Кавал шкулĕнче

Çĕнĕ çул - Кавал шкулĕнче

Çĕнĕ çул! Мĕн тери хаваслă та савăнăçлă уяв. Çултан çул эпир уявран çĕнĕрен çĕнни кĕтетпĕр, ăна хаваслă та савăнăçлăрах паллă тума хатĕрленетпĕр. Кавалти вăтам шкул ачисем те çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илчĕç çак праçнике. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн шкул картишне тĕлĕнмелле илемлĕ капăрлатрĕç ачасем. Хĕл Мучи вăрманти пĕтĕм чĕр-чунсене шкул уявне ертсе килнĕ тейĕн: юмахри хитре йăвача (колобок), ун çумĕнче йăпшăнса тăракан капăр тумланнă тилли, пыл йăтнă упи, мулкачĕ, кашкăрĕ, кушакĕ, çурăм тулли кăмпа йăтнă чĕрĕпĕпе пакши те, çĕленĕ те юлман вăрманта. Куштан автан хăйĕн çемйипе - чăххипеле чĕпписемпе ытла та мăнаçлă курăнаççĕ - кăçал вĕсен çỹлĕ. Юмахри чĕр-чунсене çав тери хитре тумлантарнă ачасем. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетнĕ юмахри сăнарсем пăхса ытармалла мар хитре курăнаççĕ. Мероприятие ертсе пыраканĕ Л. Табакова пулчĕ.

Çĕнĕ çула "Сывлăх кунĕпе" кĕтсе илчĕç шкул ачисем. Хĕлле çинчен юрăсем шăрантарса, илемлĕ сăвăсем вуласа пачĕç 5 класс ачисем вăрманти "хăнасем" умĕнче. Йĕркелекенĕ Э.Бормисова. Уяв çакăнпа вĕçленмен-ха. Çунашкасене туртса, йĕлтĕрсене сырса çырмана васкарĕ пĕтĕм шкул коллективĕ. Кунта вĕрентекенĕ те хăйне ача вырăннех туйрĕ. Нумай çул хушши çунапа ярăнса курман вĕрентекенсем хăйсен ачалăхне аса илчĕç çав кун. Тĕрлĕ ăмăртусенче 8 класс ачисене çитекеннисем пулмарĕç.

Çапла, савăнма пултараççĕ Кавал ачисем, вĕренỹре те питĕ маттур. Лайăх паллăсемпе кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ çула чаплăн уявларĕç.

Н. АЛЕКСЕЕВА,

Кавал шкулĕнчи

профком председателĕ.



13 января 2005
00:00
Поделиться