Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

АННЕ ПУРРИ - ТЕЛЕЙ

АННЕ ПУРРИ - ТЕЛЕЙ

Пире эс вĕрентен, ăс паран,

Эпир лайăх пулсан, савăнан.

Çунатсем çитĕнсен, вăй пухсан,

Инçе вăрăм çула ăсатан.

Анне... Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрать çак сăмах, анчах та кашни çыншăн мĕнле хаклă.

Анне, аннеçĕм! Мĕн чухлĕ ăшă туйăм, асамлăх пытаннă çак сăмахсенче! Анне тесе эпир чи çывăх, чи хаклă, чи ырă чунлă тăван çынна калатпăр. Пĕчĕк ачасен те пирвайхи сăмахĕ - "анне". Мĕн тери савăнаççĕ вĕсем çак сăмаха калама вĕренсен. Сăмахĕ кăна мар, хăй те питĕ хаклă. Хаклă тенипе çеç мар. "Аннене сутма та çук, илме те çук", - тесе юрлаççĕ халăх юррисенче. Унпа эпир яланах телейлĕ. Çумра анне пултăр, вара эпĕ çĕр çинче - чи телейли, чи пуянни. Çапла, анне пурри вăл - чăн-чăн телей. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем "Атте çук пулсан çурма тăлăх, анне пулмасан, хăр тăлăх", - тесе.

Çулсем, кунсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Эпир ỹссе çитĕнетпĕр, çын пулатпăр, çунат хушса килтен вĕçсе тухса инçете саланатпăр. Шел пулин те, вĕсен ĕçпе пиçĕхнĕ аллисем тăртанаççĕ, сăн-питре пурнăç кун-çулĕн йĕрри палăрать.

Аннен ытарайми сăнарĕ тĕлĕкре те ман патне пырать. Ырă юмах пек, нихçан сỹнми йăлкăш çутă пек. Кунран-кун çак туйăм ытларах та ытларах вăйланать. Хама йывăр чухне е пĕр-пĕр инкек-синкеке лексен, яланах унпа канашлатăп. Савăнăçлă самантра çăмăл çунатлă шухăшпа ун патне вĕçетĕп. Кирек хăçан та анне мана ăнланать, йăпатма пултарать. Ахальтен поэтсем нумай сăвă-юрă хывман пулĕ аннемĕрсем çинчен. Уйрăмах В.Урташăн "Тавах, аннем" сăввинчи йĕркисем аса килеççĕ:

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн,

Лăпканăшăн, юратнăшăн,

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн...

Ман анне: "Мĕнле пулсан та сире тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерсе тăван халăха юрăхлă çынсем тăвасчĕ", - тесе ĕмĕтленет. "Çынна хисеплеменни, хăвăра хисеплеменни", - тет анне яланах. Тĕрĕс калать вăл. Ватăна сума сумасан, çамрăкпа тус пулмасан эсĕ хăвăн ятна яма пултаратăн, хисепрен тухăн.

Чăваш Республикинчи Вăрмар поселокĕнче иртнĕ те ĕнтĕ манăн юратнă аннен, Семенова Зоя Николаевнăн ачалăхĕпе çунатлă çамрăклăхĕ. Пĕчĕкренех аннене кукаçипе кукамай Тăван çĕр-шыва, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, çынна килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ.

Пирĕн туслă кил-йышра эпир виçĕ пĕр тăван çитĕнетпĕр. Атте-анне юратăвне туйса ỹсетпĕр.

Аннеçем, эпĕ сан пата

Сар хĕвел пек салам яратăп,

Çак ăшă сăмахсем сана

Телейлĕ тăвасса шанатăп.

Чăнах та, анне пурри - телей. Вăл килте чухне пỹрт çуталать, илемленет. Эпĕ анне вĕрентнĕ пек лайăх çын пулма тăрăшатăп, шанчăка тỹрре кăларма тупа тăватăп. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă çын умĕнче пуçăма таятăп, ăна нихăçан та чĕререн кăлармăп.

Пит çинчи çепĕç куллу нихăçан та ан сỹнтĕрччĕ санăн, аннеçĕм!

Анне - тĕнчере пĕрре. Ăна упрамалла, хакламалла.

Манăн анне чи хитри,

Илемли, чи лайăххи.

Чи ырри, чи çепĕççи,

Камăн пур-ши ун пекки?

И. СЕМЕНОВА,

Аслă Чакри вăтам шкул.



13 января 2005
00:00
Поделиться