Хăтлăх та çитрĕ
о Ялсен социаллă аталанăвĕ
Хăтлăх та çитрĕ
Пысăк Енккасси, районти ытти ялсемпе танлаштарсан, инфраструктура аталанăвĕ тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра тăрать. Çак таврари ялсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшса участок больницинче çемье врачĕн офисне уçнă. Пысăкенккассисемшĕн тĕслĕх библиотека пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вулакансене кĕнекесемсĕр пуçне тĕрлĕ информаципе туллин тивĕçтерме пулăшать, интернетпа тĕнче шайне тухма май парать.
Çĕнĕ 2005 çул умĕн вĕсемшĕн тепĕр савăнăç пулнă. Яла çут çанталăк газĕ çитнĕ. "Кăвак çулăма" илсе килме 3951 километр пысăк пусăмлă, 7589 километр пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсем хывнă. Ялта пурăнакан 204 кил, вĕсенче 452 çын. 146 килте пурăнакансем "кăвак çулăмлă" пуласшăн, 37 хуçалăхра газ кĕртме хатĕрленсе çитнĕ.
Яла "кăвак çулăм" çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă митинга Пысăк Енккасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Смирнов уçнă.
Чаплă уявра культура ĕçченĕсем район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова тата ытти хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.
- Кăçал районта хĕрĕхмĕш яла çут çанталăк газĕ çитрĕ. Ку вăл пуриншĕн те ырлăх. Çакăншăн савăнмалла кăна, вăл сирĕн ĕçри хастарлăха ỹстерĕ. Сире тата строительсене пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа, Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе ăшшăн саламлатăп, - тенĕ райадминистраци пуçлăхĕ Анатолий Иванович.
Унтан пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев, подрядчик - "Альтаир" хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн ĕçĕсене туса пыракан И.Коваль, "Вăрмаргаз" филиал директорĕ А.Васильев саламланă.
Ял çыннисен ячĕпе Пысăк Енккасси ял администрацин пуçлăхĕ А.Смирнов тухса калаçса ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указĕ пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă, Президентпа район администрацийĕн пуçлăхĕсене, строительсене пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн тав тунă.
Чи малтанах вара газа "Пучах" фермер хуçалăхĕн С.Калягинăн килĕнче чĕртнĕ.
А. ХОВАНСКИЙ.