Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савни фронтран таврăнаймарĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Савни фронтран таврăнаймарĕ

Хура кĕркунне пулма тỹр килчĕ Шăхальте пурăнакан Ирина Онуфриева патĕнче. Кил хуçи ĕçчен те тирпейлĕ хĕрарăм пулни куç умĕнчех. Пур çĕрте те таса та илемлĕ. Ирина Павловна çитес кунсенче 81 çул тултарать.

Вăрçă çулăмĕ çĕр-шыв çине ỹксенех вăй питти трактористсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Кĕçех ыраш акма вăхăт çитнĕ. Анчах хура çĕртме тăвакан тракторсем хуçасăр ларнă. Акă, Вăрмар МТС çумĕнче трактористсем хатĕрлекен курс уçăласси çинчен хыпар çитет. Чылай çамрăк ачасем кăмăл тăваççĕ çак курсра вĕренме.

Ирина пуçĕнче те тракториста вĕренес шухăш çуралать. Çак тĕллевпех вăл МТС çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен тăватă уйăхлăх курсне вĕренсе пĕтернĕ, механизатор удостоверенине ялта чи малтан алла илнĕ.

Ултă çул хушши вăй хунă вăл ун чухнехи тимĕр урапаллă "хурçă ут" çинче. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр суха тунă, тырă акнă, хĕлле молотилкăпа авăн çапнă, вăрман турттарнă. Нумайăшĕ ун пекех трактор çине ларса юнашар ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Яла пĕрин хыççăн тепри фронтран урасăр е алăсăр таврăнма пуçланă. Ирина хăйĕн савнине кĕтсе илеймен. Фронтран килнĕ темиçе çамрăк та качча илесшĕн пулнă çак кĕрнеклĕ те пултаруллă трактористкăна. Анчах вăл хăйĕн юратнă савнине кĕтнĕ, никама та качча тухма шутламан.

1946 çулта Ирина Онуфриева Сталин ячĕпе хисепленекен Њхалĕ "Шигали"Ќ колхозра дояркăра ĕçлеме пуçлать. 25 çул вăй хурать вăл çакăнта. Çав хушăра социализмла ăмăртура ялан тенĕ пекех малти ретре пынă. Миçе пин килограмм, миçе çĕр тонна сĕт суман-ши ĕçчен доярка çирĕм пиллĕк çул хушшинче?

Çынна ĕçченлĕх ылтăн алăллă тăвать, теççĕ ваттисем. Тĕрĕс сăмахсем. Ирина Павловна ĕçри хастарлăхшăн темиçе хутчен те Хисеп грамотисем, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль илме тивĕç пулнă. "Ĕç ветеранĕ" медальпе тĕрлĕ знаксем те пур ветеранăн.

Ирина Павловна тивĕçлĕ канура пулин те ĕçсĕр лармасть. Килте выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать, колхоз ĕçне те хутшăнкалать. Тепĕр чухне фермăна, трактор паркне те кĕрсе тухать. Кĕрсе тухать те, тĕлĕнет хальхи техникăран.

- Мĕн каласси пур. Ун чухнехи ХТЗ трактора пиллĕкĕн-улттăн пăрăхпа çавăрса чĕртеттĕмĕр, - каласа парать вăрçă вăхăтĕнчи нушасем çинчен трактористка. - Кĕркуннехи йĕпе-сапаллă, хĕллехи сивĕ çанталăкра та, картера антарса ирĕлсе тухнă вкладышсене улăштараттăмăр. Мазутлă алăсемпе тем чул куççуль шăлнă. Каçхине трактор кабининче çывăрни те сахал мар пулнă. Пĕр çын виçĕ çыншăн ĕçленĕ, çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе тăрăшнă. Фашистсене çĕнтерме пулăшас тесе пушă вăхăтра улахсенче алса-нуски çыхаттăмăр, фронта ярса параттăмăр.

Ирина Павловна чăннипех те канăçсăр çын. Нихăçан та пуçне усмасть. Пурнăç çине яланах шанчăклă пăхать. Сăпайлă, хисепе тивĕçлĕ çын вăл.

Г. ЧЕРНОВ,

обществăлла корреспондент.

Шăхаль ялĕ.



13 января 2005
00:00
Поделиться