Çамрăксемшĕн тăрăшса
о Район администрацийĕнче
Çамрăксемшĕн тăрăшса
Районти культура çуртĕнче иртнĕ райадминистрацин анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, пайсен, управленисен, муниципаллă учрежденисен начальникĕсем, федераллă службăсен, промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен, поселок, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе шкулсен директорĕсем, ирĕклĕ халăх дружинисен командирĕсем тата ял хуçалăх предприятийĕсен тĕп бухгалтерĕсем хутшăннă.
Кун йĕркинчи ыйтусемпе чи малтанах районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров паллаштарчĕ, райадминистрацин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа - "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен" ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа районта сывă пурнăç йĕркине сарас, çамрăксен социаллă пĕлтерĕшлĕ пуçарăвĕсене аталантарас, çынсене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас, вĕсен активлă канăвне йĕркелес тĕллевпе çулталăк хушшинче туса ирттернĕ анлă мероприятисем пирки райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков доклад турĕ.
Районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова, район больницин тĕп врачĕ В.Ванюков, район прокурорĕ С.Павлов тухса калаçрĕç. Çамрăксем хушшинче киревсĕр, путсĕр пулăмсене пĕтерес тĕллевпе çирĕп мерăсем йышăнса ĕçлемеллине палăртрĕç, преступлени тăвасси ỹссе пынине чакарасси кашни çитĕннĕ çыннăн чи пирвайхи тĕллевĕ пулмаллине пĕлтерчĕç.
Районта обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе ирĕклĕ халăх дружинисем иртнĕ çул мĕнле ĕçленипе халăх дружинисен районти командирĕ Н.Степанов паллаштарчĕ.
Юлашкинчен, районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров пĕтĕмлетỹ туса сăмах каларĕ, районăн пурнăçĕ, унăн кулленхи аталанăвĕ пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна пулнине çирĕплетрĕ.
В. ПЕТРОВА.