Çул-йĕре пăхса тăмасан...
о ГИБДД пĕлтерет
Çул-йĕре пăхса тăмасан...
Иртнĕ çул район территорийĕнче çул-йĕр инкекĕсем 23 пулнă. Вĕсенче 33 çын аманнă.
Çул-йĕр çỹремелли правилăсене пăснă водительсем пирки çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те хăшĕ-пĕрисем çав-çавах алхасаççĕ, эрех ĕçсе руль умне ларса çула тухма чарăнмаççĕ. Çавăн пеккисене - 130, правилăсене пăснăшăн 1147 водителе явап тыттарнă.
Çакна каламалла: районти тата Вăрмар поселокĕнчи автоçулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр тăрăшаççĕ. Çул-йĕрĕн районти юсавпа строительство управленийĕ автоçулсене юртан тасатса тата хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапса тăрать пулсан, Вăрмар поселокĕнче вара çулсене çеç мар, чи хăрушă вырăнсен - çул тăваткалĕсене - хĕле кĕнĕренпе тесен те йăнăш пулмĕ йĕркелесе пăхса тăмаççĕ. Çак сăлтава пулах иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче 4 çул-йĕр инкекĕ пулчĕ.