Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăсталăха туптакан шкул

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Ăсталăха туптакан шкул

ЧР физкультурăпа спорт министерствин ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне йĕркеленĕренпе 35 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçа çак шкултан тухнă пултаруллă спортсменсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, спорт ветеранĕсем, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, хăнасем хутшăннă.

Чи малтанах спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов шкул историйĕпе, кунтан тухнă велосипедистсемпе çăмăл атлетсен тата кĕрешекенсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин облаçри совечĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 1969 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Вăрмарти вăтам шкулта уçнă. Унăн пĕрремĕш директорĕ З.Матвеев пулнă. Велосипед уйрăмĕнче занятисене опытлă тренер, спорт мастерĕн кандидачĕ П.Павлов çỹллĕ шайра ирттернĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне спорт мастерĕн кандидачĕ Н. Таратин тренер ертсе пынă. Каярахпа кĕрешекенсен уйрăмне Кавалти вăтам шкулта та уçнă.

Шкул тренер-преподавательсемпе пуянлансах пынă. Часах спорт мастерĕн кандидачĕ Ю.Ефремов ĕçлеме пуçланă. Вăл çамрăксене ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтарнă.

1973 çулта самбо енĕпе кĕрешме вĕренмелли уйрăм уçăлнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Г.Алексеев пулнă. Тепĕр çултан кунта самбо енĕпе кĕрешме вĕрентме Киеври тренерсен аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă спорт мастерĕн кандидачĕ Н.Михайлов пуçланă. Самбо уйрăмĕ 1977 çулччен ăста спортсменсем туптанă. Кунтан вĕренсе тухнă тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Вишнев тата Н.Сейфуллин спорт мастерĕ самбо енĕпе кĕрешсе Испанире тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ. С. Васильев та тĕнче класлă спорт мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн призерĕ. СССР спорт мастерĕсем - Вячеславпа Анатолий Тушинскисем, Лев, Иван, тата Сергей уливановсем, Олег тата Юрий Сейфуллинсем, А. Петров, А. Виноградов, Н. Казанцев, А. Ларионов самбистсем тĕнчере, Европăра тата хамăр çĕр-шывра ирттернĕ ăмăртусенче яланах призерсен йышĕнче пулнă.

Тренер-преподавательсен профессиллĕ ăсталăхĕ, пултаруллă спортсменсем хатĕрлессишĕн хăйсен мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне пани çитĕнỹсем тума май парать те ĕнтĕ. Ахальтен-и шкул воспитанникĕсем тĕнче, Европа чемпоначĕсене хутшăнса лайăх результатсем кăтартаççĕ. Ку енĕпе велосипедистсемпе çăмăл атлетсене уйрăмах палăртмалла.

Велосипедпа чупассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессионалĕ Иван Иванов Швейцарире, Кубăра, Италире, Эфиопире, спорт мастерĕсем - велокросс енĕпе 6 хут СССР чемпионĕ В.Гаврилов тата Н. Федоров Англире тата Францире, В.Расколовпа В.Георгиев тата А.Левин Бельгире, В.Федоров Голландире, А.Федоров Чехире ирттернĕ тĕнче чемпионачĕсене хутшăнса çĕр-шыв тата республика чысне çỹле çĕкленĕ. А.Ильин, В.Иванов, Владимирпа Валерий Сидоровсем, В.Яковлев, В.Кириллов, Н.Павлов, В.Федоров, Юрий Ивановичпа Юрий Петрович Васильевсем, С.Иванов, А.Васильев, А.Григорьев спорт мастерĕсем çĕр-шыври тата республикăри ăмăртусенче пĕрре кăна мар призерсем йышĕнче пулнă.

Çитĕнỹсен çăл куçĕ - тренерсемпе преподавательсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынинче. Спортсменсен пултарулăхĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 20 çул ытла директорта тата тренерта ĕçленĕ пулнă РСФСР тава тивĕçлĕ тренерăн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕн А.Федоровăн тỹпи уйрăмах пысăк. Çавна шута илсе ĕнтĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2001 çулхи майăн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе шкула унăн ятне панă.

1988 çулта Мăнçырмари вăтам шкулти велосипедистсен уйрăмĕнче /тренер-преподавателĕсем - В.Семеновпа А.Васильев/ занятисем ирттерме пуçланă.

1995 çулта спорт шкулĕн Пысăк Енккассинчи филиалĕнче çăмăл атлетика уйрăмне уçнă /тренерĕ Ю.Архипов/. 1997 çулта çăмăл атлетсен уйрăмĕ Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта /тренерĕ Г.Исаев/ уçăлнă.

Хальхи вăхăтра спорт шкулĕнче 12 çын вăй хурать. Вĕсенчен 8-шĕ - тренер-преподавательсем. Велосипед тата çăмăл атлетика уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Тĕп база Вăрмар поселокĕнчи Спорт çуртĕнче вырнаçнă. Велосипед уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Семенов тата пĕрремĕш категориллĕ тренер-преподаватель П.Васильев тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Шкулта хăйĕн пултарулăхне 250 вĕренекен ỹстерет. Вĕсенчен 152-шĕ - велосипед, 98-шĕ çăмăл атлетика уйрăмĕсенче.

2003 çулхи вĕрентỹпе спортри ăсталăх итогĕсемпе С.Васильев, В.Андреева, Е.Крылов Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

35 çул хушшинче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕсем - 4, спорт мастерĕсем - 50, спорт мастерĕн кандидачĕсем - 65, пĕрремĕш разрядлисем 1000 ытла хатĕрленĕ.

Аслă ăрури спортсменсен ырă енĕсене хальхи çамрăксем малалла аталантарса пыраççĕ.

Çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ Т. Петрова 2003 çулта çамрăксем хушшинче тĕнче чемпионатĕнче призера тивĕçнĕ.

Раççей спорт мастерĕ Е.Крылов Европа чемпионатĕнче маунтинбайк енĕпе бронза призер пулса тăнă. В.Андреева - юниорсем хушшинче маунтинбайк енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ, 2004 çулта Европăра мала тухассишĕн Польшăра ирттернĕ ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.

С. Васильев Раççей чемпионĕпе С.Пудриков спорт мастерĕсен, спорт мастерĕн кандидачĕсен Алексейпа Александр Саминовсен, И.Никитинăн, К.Ларионовăн, Д.Егоровăн, А.Беловăн, А.Кохнуровăн, А.Степановăн, çамрăк велосипедистсен: Р.Вотяковăн, Сергейпе Костя Игнатьевсен, С.Борисовăн, Е.Ларионовăн, çăмăл атлетсен - Г.Афанасьевпа Н.Ивановăн спортри çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.

Юлашки пилĕк çул хушшинче маунтинбайк тата велокросс енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене Вăрмар çĕрĕ çинче ирттерме пуçлани спортсменсене татах та пысăкрах çитĕнỹсем тума хавхалантараççĕ.

Юбилей каçĕнче пуçтарăннисене ЧР физкультурăа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Николаев, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков, шкултан тухнă пултаруллă спортсменсем, республикăри тĕрлĕ спорт шкулĕсен, учрежденийĕсен представителĕсем тухса калаçнă, уяв ячĕпе саламланă, вĕсенчен чылайăшĕ спорт историне, унта воспитани илнĕ спортсменсем спортăн анлă сукмакĕ çине мĕнле тухнине аса илнĕ. Хăнасем спорт шкулне парнесем панă.

Спорта аталантарма нумай вăй хунăшăн тренер-преподавательсене ЧР физкультурăпа спорт министерствин, райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Савăнăçлă мероприятие районти культурăпа кану центрĕнчи "Непоседы" ташă ушкăнĕ, хĕрсем тата каччăсем юрласа пуянлат- нă.

А. ХОВАНСКИЙ.



15 января 2005
00:00
Поделиться