Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăçлăхран таврăннисене - хисеп

о Ыран - Чăваш Пичечĕн кунĕ

Манăçлăхран таврăннисене - хисеп

"Виктор Ефремович Рзай /1906-1970/ - талантлă çыравçă, тишкерỹ ăсти, хаçатçă, куçаруçă, шкул ĕçĕнче тарăн йĕр хăварнă вĕрентỹçĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ, пурнăçĕ кукăр-макăрлă.

Таса та мăнаç кăмăллă Рзай пăтранчăк юхăмра ишме килĕшмен, хĕрлине хĕрлĕ, шуррине шурă тесех каланă, çавăншăн ахăр саманари "Хăйпăлкка шывĕ хĕрринчи" чăваш "марксисчĕсем" виçесĕр тиркенĕ, пурăнма паман - ĕçрен те, хваттертен те хăвала-хăвала кăларнă. В.Е.Рзайăн юлашки кĕнеки 1934 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа вăл манăçа хăварнă çын шутланнă - хисеп те, чыс та пỹрмен ăна", - тесе палăртнă Виктор Рзай çырнисен пуххи кĕнекен ум сăмахĕнче, писателĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан тĕрленчĕкре.

Тинех! В.Долгов - Кавалсем "Хĕрлĕ ялавра" 1991 çулта декабрĕн 7-мĕшĕнче пичетленсе тухнă "Юрататăп Кавала" статйинче çапла çырнăччĕ: "Анчах та Чăваш ен çĕр-шывĕнче кăна мар, республика тулашĕнчи чăвашсем те унăн произведенийĕсен пуххине пичетлесе кăларасса чунтан кĕтеççĕ. Хăçанччен-ши?"

Виктор Ефремович Рзай Кавалта 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1920-1930 çулсенче паллă поэтсен ретĕнче тăнă вăл., ун чухнехи общество ĕçне хастар хутшăннă, косомолра тăрăшнă, совпартшкулта вĕреннĕ. Рзайăн 1927 çулта пĕрремĕш кĕнеки - сăвăсен пуххи - "Çамрăк вăхăт" ятпа пичетленсе тухать. Кавал çамрăкĕн литературăри çавăн пек çĕкленỹллĕ утăмĕ янташĕсене те хавхалантарнах ĕнтĕ. Кавалтан Исаев Мĕтри, М.Юрьев, В.Туртуш çыравçăсем тухнине пĕлетпĕр. В.Рзайăн пирвайхи кĕнекинех вулакансем те, литература тĕпчевçисем те пысăк хак панă. Ун пирки талантлă сăвăç тесе каланă.

В.Рзайăн 1930 çулта Хусан хулинче "Виçĕ калав", 1934 çулта Шупашкарта "Калавсем" кĕнекисем тухаççĕ. Çыравçа 1934 çулта СССР Писателĕсен союзне кĕнĕ ятпа ăшшăн саламлаççĕ.

"Телей çитнĕ темелле, савăнмалла пек. Анчах - Турри парать те, усалĕ хайăрса илет. Çĕр-шывра та, литература хирĕнче те хаяр тытăçусем пуçланаççĕ. 1935 çулта çыравçа тискеррĕн ура хураççĕ. Тапăнаççĕ", - палăртать тĕрленчĕк авторĕ Виталий Стань- ял.

Рзая вăл вăхăтшăн питĕ хăрушă ярлыксемпе - "Кулак поэчĕ", "Националист" тесе хăртма пуçлаççĕ. Çавăн пек хивре ятсемпе Митта Ваçлейне, Петĕр Хусанкая та тапăнаççĕ. Кавал çамрăкĕ вĕсемпе туслă пулнă. Хăйĕн çийĕн çĕкленнĕ репресси пурттинчен урăх хулара, урăх республикăра çеç хăтăлма пултарнă вăл. Шупашкартан тухса кайса Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче пурăннă. Чылай вăхăт Канаш хулинче ĕçленĕ.

Писателе юратнă ĕçĕнчен уйăрни кама усă кỹнĕ-ши? Вăхăт юхăмне пăхăнса çивĕч сăмахсемпе "хĕç-пăшалланă" культпросвет çыннисене аса та илместпĕр вĕт, Виктор Рзай çырнисене шкул программине кĕртетпĕр, вулакансем патне çитеретпĕр. Иртнĕ çул вĕçĕнче пичетленсе тухнă "Çырнисен пуххи" çакна ĕнентермест-и?

Самаях хулăн кĕнекере /445 стр./ Виктор Ефремович Рзайăн пĕтĕм еткерне тишкерсе тухнă, сăввисемпе поэмисене, калавĕсемпе повеçĕсене, статйисене пичетленĕ. Писателĕн çырăвĕсем тăрăх вăл мĕнле çын пулнине, нушасемпе тертсем витĕр тухсан та хăйĕн литература туртăмне, сăмах илемне çухатманнине туятпăр. Вăл вырăсла та хитре çырнă, илемлĕ куçарнă. Нумай çыравçăн хайлавĕсен "подстрочникĕсене" хатĕрлесе панă.

В.Е.Рзай - вĕрентỹçĕ те. Тĕрлĕ шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Канашри медучилищĕре, учительсен институтĕнче ĕçленĕ. Шкулсем валли кĕнекесем кăларнă.

"Çырнисен пуххине" хатĕрлекенĕ Виталий Станьял Кавалсемпе Вăрмарсене каланă ăшă сăмахсене вулама питех те кăмăллă. Вăл кĕнекене хатĕрлес ĕçре пулăшу панăшăн А.А.Герцен учительницăна тав тăвать, район çыннисем хăйсен сумлă янташĕн Виктор Рзайăн ятне манманнишĕн саввăннине пĕлтерет.

Çитес çул илемлĕ сăмах ăсти Виктор Ефремович Рзай çуралнăранпа 100 çул çитет. Эппин, писателĕн "Çырнисен пуххи" пичетленсе тухни çак уяв вали чăннипех те хаклă парне пулчĕ.

В. ЦЫФАРКИН,

обществăлла

корреспондент.



15 января 2005
00:00
Поделиться