Росгосстрах - шанчăклă компани
о Актуаллă
Росгосстрах - шанчăклă компани
"Росгосстрах" компани ушкăнне "Эксперт РА" А" " Рейтинг агентствин шанчăклăх енĕпе чи пысăк рейтинг панă. Ушкăн ĕçне çавăн пек пысăка хурса хакланин тĕп енĕсем - страхлакан рынокра вăл тухăçлă ĕçлени, страховани тата инвестици политикинчи ĕç-хĕлĕн пахалăхĕ тата эффективлăхĕ, менеджерсен профессионализмĕ.
РГС çавăн пекех 2004 çулта "Компани çулталăкĕ" бизнес енĕпе "Финанссем" номинацинче Наци премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Росгосстрахăн районти уйрăмĕнче 11 çын тата страхлакан агентсем 40 вăй хураççĕ. Пирĕн корреспондент А.Хованский страхлакан уйрăмăн начальникĕпе Альбина Анафимовна АНТОНОВĂПА тĕл пулнă.
- Пирĕн страхлакан уйрăм республикăри 31 уйрăмран пĕри. Хальхи вăхăтра эпир ĕçри культура шайне ỹстерессишĕн тата страхлакансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Автогражданла яваплăх енĕпе страхование çĕнĕрен килĕшỹ тăвассине, страхланакансен ыйтăвĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тивĕçтерессине малти вырăна хуратпăр. Пурăнмалли кил-çурта пушартан тата ытти инкексенчен страхласси çине тимлĕ пăхатпăр.
Расгосстрах миссийĕ - Раççейри граждансен пурнăçне страхласа хỹтĕлесси. Районта пирĕн клиентсем 10 пин çын ытла тата 10 яхăн предприяти.
Раççейри Росгосстрах компани ыттисемпе танлаштарсан, чи пысăк филиалсем нумай пулнипе палăрса тăрать: 2300 ытла агентствăсемпе страхлакан уйрăмсем. Кашни пысăк ялтах компани представителĕсем пур. Росгосстрахра 97 пин çын ĕçлет, вĕсенчен 60 пин ытла страхлакан агентсем. Пурлăха страхлассипе 11 миллион ытла килĕшỹ тунă.
Росгосстрах автогражданла яваплăх страховани енĕпе те малта пырать. Раççейре автомобиль тытакансен - 40 проценчĕ, пирĕн республикăра 60 процент ытла Росгосстраха шаннă. Урăхла каласан, автогражданла яваплăх енĕпе обязательнăй йĕркепе страхламалли саккун вăя кĕнĕ хыççăн Раççейри 15 миллион çын Росгосстрах АВТО полисне илнĕ.
Юлашки вăхăтра Росгосстрах пурлăха страхласси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çавăнпа страхлакан кампани пурлăха страхламалли "Росгосстрах Дом" комплекслă программа туса хатĕрленĕ.
- Тĕплĕнрех каласа парăр-ха, "Росгосстрах Дом" полис еплерех хỹтĕлет?
- Пĕрремĕшĕнчен - эсир пурăнакан çурта е дачăна. Иккĕмĕшĕнчен - хуçалăхри хуралтăсене, мунчана, гаража. Виççĕмĕшĕнчен - сирĕн пурлăха: йăлара усă курмалли техникăна, теле-видео - тата аудио-аппаратурăна, сĕтел-пукана, тум-тире тата ыттине. Тăваттăмĕшĕнчен, эсир асăрханусăр пулнипе вут-çулăм кỹршĕри хуралтăсем çине ỹксе сиен кỹчĕ пулсан та тăкакне "Росгосстрах" тỹлет.
- "Росгосстрах Дом" полиса пурте илме пултараççĕ-и? Çуртсем тĕрлĕрен-çке. Ялсенче йывăçран пысăк мар çуртсем, хулара вара коттеджсем.
- "Росгосстрах Дом" полиспа кашниех страхлама пултарать, вăл пур çуртсем валли те.
- Хаклă мар çуртсем валли "Росгосстрах Дом "Экспресс" сĕнетпĕр. Страховани килĕшĕвне хăвăрт тата пурлăха пăхмасăрах тăваççĕ. Тĕп çурт-йĕре, хушма стройкăсене, килти пурлăха страхлаççĕ.
Вăтам хак тăракан çуртсем валли "Росгосстрах Дом "Классика" вырăнлă. Килĕшỹ тума заявлени çырмалла та çуртăн сăн ỹкерчĕкне тăратмалла. Росгосстрах представителĕсем çурта хуралтăсемпе пĕрле пăхмалла.
Куçман пурлăх хаклă пулсан "Росгосстрах Дом "Престиж" вариант сĕнетпĕр. Ку енĕпе страхланă чухне килĕшỹ тума хушма майсем пулаççĕ: тул енче вырнаçнă оборудовани, сыхлав сигнализацин системи, хĕç-пăшал упрама ирĕк пани тата ытти те.
Росгосстрах çавăн пекех Раççей Правительстви уйрăм категорири граждансене вкладсемпе взноссем пирки компенсаци тỹлес енĕпе те ĕçлет. 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хушăнса пыракан страховани пирки Госстрахпа 52,5 миллион килĕшỹ тунă.
Страховани çинчен тĕплĕнрех çак адреспа ыйтса пĕлмелле: Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 10-мĕш çурт. Тел.: 2-10-57, 2-14-18.