Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк çемьесен савăнăçĕ

о Инфраструктура

Çамрăк çемьесен савăнăçĕ

Чупай ялĕнче тăваттăмĕш çул газ ырлăхĕпе савăнаççĕ. Çапла та, анчах шкул урамĕнчи çуртсем, çав шутра шкул та, ялти культура çурчĕ те халичченех газ ăшшисĕр пурăнчĕç. Кĕтни вăраха тăсăлчĕ пулин те, тинех вĕсем те ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указ витĕмне туйса илчĕç. Маларах шкул котельнăйне газпа хутса ăшăтмалла турĕç пулсан, раштав уйăхĕн варринче çĕнĕ урамри çуртсене те газ çитрĕ. "Строитель" МУП ĕçченĕсем /директорĕ В.Лебедев/ темиçе уйăх хушшинче пĕр çухрăм тăршшĕ çĕр чавса, пăрăхсем хурса тухрĕç. "Чувашсетьгазăн" Вăрмарти филиалĕ /директорĕ А.Васильев/ çуртсенчи монтаж ĕçĕсене пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăт хушшинче пурнăçласа "кăвак çулăма" ултă килте чĕртрĕç.

Шкул урамĕнче çамрăк çемьесем пурăнаççĕ. Хальлĕхе урам тулли мар-ха, газ çитерни ытти çамрăксене те çурт-йĕр çавăрма хавхалантарĕ.

Т. ЦЫФАРКИНА,

ЧПУ студентки.



19 января 2005
00:00
Поделиться