Депутат елкинче
Депутат елкинче
Çĕнĕ Çул... Хĕл Мучи... Юр Пике... Капăр елка...
Чăнах та раштав уйăхĕн вĕçĕнче тĕлĕнмелле асамлă тĕнчене лекетпĕр мар-и? Ăçта пăхатăн, унта юртан тунă кĕлеткесем, капăрлатнă симĕс елка. Тавралăх хăйĕн сăн-сăпатне улăштарма васканă: çара йывăçсене тап-таса шурă шупăрсемпе, пĕркенчĕксемпе витнĕ. Ытти йывăçсем умĕнче симĕс тумлă чăрăшпа хыр мăнаçланса та курнăçланса çеç лараççĕ тейĕн. Тепĕр енчен илсен хăйсен малашлăхĕшĕн те пăшăрханаççĕ пулинех, ара, кам та пулин килсе касса кайма пултарать-çке.
Анчах хуть те мĕн каласан та симĕс капăр елка тавра юрласа çаврăннине, Хĕл Мучипе Юр Пикене чĕнсе илнине, асамлă миххинчен тĕрлĕ парнесем кăларса панине нихăçан та асран кăларма çук çав. Хĕл Мучипе Юр Пикерен эпир пурте темле тĕлĕнмелле пулăма кĕтетпĕр. Кăçал маншăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш илсе килчĕ Çĕнĕ çул. Эпĕ "Манăн кил, манăн çемье, манăн ял" конкурса хутшăнтăм. Хамăн тăван ял çинчен И.Иванова Њчăваш чĕлхи вĕрентекенЌ пулăшнипе тĕрленчĕк çырса ятăм. Мана РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов ячĕпе çыру килчĕ. Шупашкар хулинче пирĕн валли елка хатĕрленĕ. Эпир районтан 26 ача хутшăнтăмăр. Эпĕ çакăнтан телейлĕ самант урăх нихăçан та асра хăварайрас çук. Çĕнĕ çул... Çĕнĕ çитĕнỹ... Савăк кăмăл... Çиçекен сăн-пит... Манăн пурнăçра асамлă пулăмсем пуласса шансах тăратăп.
Надя СЕМЕНОВА.
Пысăк Енккасси шкулĕ.