Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăтлă, тивĕçлĕ пурнăçшăн

о Указа - пурнăçа

Хăтлă, тивĕçлĕ пурнăçшăн

Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр туянма-илме майсем туса парас, хаксене çирĕплетес тата Чăваш Енри граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров нумай пулмасть "Пурăнмалли çурт-йĕр рынокне сарас тата халăха çурт-йĕр туянма-илме майсем туса парас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указа алă пуснă. Çакă кашни чăваш çыннинех пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнать.

Хальхи вăхăтра "Çамрăксен ипотеки", "Социаллă ипотека" тата патшалăхăн ытти енлĕ урăх пулăшăвне пурнăçа анлăн кĕртсе пычĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче Чăваш Ен хăйĕн гражданĕсене нумай пин тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ, хула, район администрацийĕсене çĕршер миллион тенкĕ уйăрса çынсене хваттерлĕ пулма майсем туса панă. Çавăнпа та пулĕ паянхи куна Чăваш Ен кашни çын пуçне хваттер тăвас енĕпе юлашки çулсенче пирĕн çĕр-шывра малти вырăна йышăнать. Кунсăр пуçне Пĕтĕм Раççейре сăнаса тăракан "Венгри проектне" пирĕн республикăра пурнăçа кĕртеççĕ. Каласа хăвармалла: ку анлă проект пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та вăл кĕске хушăрах пурăнмалли çурт-йĕр рынокне аталантарса кашни çыннăн çивĕч ыйтăвне татса пама пулăшмалла. Çурт-йĕр ыйтăвĕ паян нихăçанхинчен çивĕч, мĕншĕн тесен хваттерсен хакĕсем пысăк. Çавăн пекех пĕр, икĕ пỹлĕмлĕ хваттерсем ытларах кирли лайăх палăрать, мĕншĕн тесен вĕсем рынока тухнă тухман сутăнаççĕ, пысăк лаптăклисем вара - виçĕ е тăватă пỹлĕмлисем - пачах сутăнмаççĕ.

Хваттерĕн çивĕч ыйтăвне çăмăллатас тĕллевпе республика Президенчĕ йышăннă Указ паян питĕ вырăнлă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен кашни чăваша тăван çĕр-шывра пурăнма тата ĕçлеме хăтлă та тивĕçлĕ условисем туса пани тỹрремĕнех республикăн çулленхи аталанăвĕпе тачă çыхăнса тăрать. Пахалăхлă çурт-йĕре пысăк хăвăртлăхпа хăпартни кашни çемьенех хăтлă кил-çуртпа тивĕçтерме май парать. Çемье, уйрăмах çамрăк çемье, хăйĕн кил-çурчĕ, "йăви" пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлетпĕр. Çемье çирĕп пулсан, Чăваш Ен те вăйлă. Çапла строительство ĕçĕн пысăк калăпăшĕ, пахалăхĕ, хăвăртлăхĕ пулсан кăна Указ ăнăçлă пурнăçланса ку ыйтăва татса парĕ.

Республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ планеркăра та ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Парксемпе садсен çулталăкĕнче пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче тата шыв кĕртессинче пысăк ĕçсем пулĕç", - тесе пĕлтернĕ.

В. ГУРЬЕВА.



19 января 2005
00:00
Поделиться