Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕлтĕр сезонĕ уăçлчĕ. Анчах...

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Йĕлтĕр сезонĕ уăçлчĕ. Анчах...

Йĕлтĕр спорчĕн сезонĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ районти ăмăртăва Энĕшпуç, Чупай, Кавал, Кĕлкеш, Арапуç, Мăнçырма, Шăхаль, Тикаш, Вăрмарти пĕрремĕш, Кивĕ Вăрмар шкулĕсенчен тата уйрăм спортсменсем 100 çынна яхăн хутшăнчĕç.

Çанталăкĕ чаплах пулмарĕ пулин те, ăмăртусем çỹллĕ шайра, Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнче иртрĕç.

Акă, старт параççĕ. Кашни 30 çеккунтран хĕр ачасем пĕрин хыççăн тепри малалла тухса ыткăнаççĕ.

Малтанах старта 8-9 классенче вĕренекенсем тухса каяççĕ, вĕсен икĕ çаврăм тумалла.

Нумаях та вăхăт иртмест, йĕлтĕрçĕсем финиша çывхарса килни курăнса каять. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти А.Иванова финиша чи малтан çитет.

Çак шкулти Ф.Ивановăпа Тикашри Н.Григорьева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухаççĕ.

Арçын ачасенчен призлă вырăнсене С.Иванов ЊЧупайЌ, С.Петров ЊЭнĕшпуçЌ, А.Петров ЊЧупайЌ çĕнсе илеççĕ.

10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Энĕшпуçĕнчи Т.Ивановăпа С.Иванова, виççĕмĕшне Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти Н.Нарсова тухаççĕ.

Арçын ачасенчен Энĕшпуçĕнчи А.Степановпа А.Егоров - пĕрремĕшпе виççĕмĕш. Кĕтеснерти Н.Данилов иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ.

Старта 30 çула çитичченхи çамрăксем тухаççĕ. Ку дистанцире пĕрремĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти С.Федоров йышăнать. Элеваторта ĕçлекен Н.Николаев - иккĕмĕш, Вăрмар поселокĕнчи В.Ильин виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕрарăмсенчен Н.Алексеева çĕнтерет.

30-39 çулхи спортсменсенчен çĕнтерỹçĕ ятне пултаруллă спортсмен, Кивĕ Вăрмарти В.Федоров çĕнсе илет. Чемпиона виçĕ çеккунт çеç выляса ярса иккĕмĕш вырăна О.Мефодьев ЊМăнçырмаЌ, виçĕмĕшне Г.Васильев ЊШăхальЌ тухаççĕ.

Хĕрарăмсенчен Л.Павлова мала тухать.

40-49 çулхисем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи С.Александров чи вăйлă пулнине çирĕплетсе парать, пĕрремĕш вырăн йышăнать. Н.Павловпа ЊЧулкасЌ А.Ноздрин ЊЧупайЌ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Хĕрарăмсем хушшинче Н.Авакова пĕрремĕш пулать.

50-59 çулсенчи спортсменсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Н.Андреевпа В.Васильев пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ.

Хĕрарăмсенчен районти чи пултаруллă спортсменкăсенчен пĕри Т.Ашмарина ЊКавалЌ çĕнтерет.

Акă 60 çултан иртнĕ ветерансем старта тухаççĕ. Н.Павлов ЊВăрмар поселокĕЌ çăмăллăнах пĕрремĕш вырăна çĕнсе илет. В.Лирзай ЊВăрмар поселокĕЌ - иккĕмĕш вырăнта.

Ăмăртура çĕнтернисене дипломсемпе наградăланă.

Питех те шел, массăллăх енĕпе уйрăлса тăмарĕ вăл. Иртнĕ çул сезона уçнă ятпа ирттернĕ ăмăртăва 25 команда, 200 яхăн спортсмен хутшăннăччĕ.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çула "Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркине çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. ЧР Правительствипе РФ Вĕрентỹ Министерстви пĕлтĕр пирĕн районти шкулсем валли физкультурăпа спорта аталантарма укçа-тенкĕ нумай уйăрнăччĕ. Ку чыса чи малтанах Вăрмарти пĕрремĕш, Кивĕ Вăрмарти вăтам тата ытти шкулсем тивĕçрĕç. Унсăр пуçне Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула 10 пин тенкĕлĕх преми те панăччĕ. Апла пулсан, йĕлтĕрсем илме май пулнах ĕнтĕ.

Анчах та çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан 17 вĕренекен килнĕ пулсан, Вăрмарти пĕрремĕш тата Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулсенчен пĕрер вĕренекен кăна хутшăнчĕç. Çакна палăртмалла: Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта физкультура учителĕсем улттă. Ăмăртăва команда тăратас пирки пĕр-пĕрин çине шанаççĕ пулмалла, нихăшĕ те яваплăха хăй çине илесшĕн мар. Шкулта йĕлтĕрпе чупма пĕлекенсем пачах та çук тейĕн. Чупмалли вырăнĕ те юнашарах ĕнтĕ, çавна та шута илмеççĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



19 января 2005
00:00
Поделиться