Мускава хỹтĕленĕ
о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул
Мускава хỹтĕленĕ
Гитлерла Германи Совет Союзне тапăнса кĕнĕ вăхăтра Михаил Лукич Лукин /Пăвакасси/ Мускав хулинче пурăннă. Ашшĕне, Лукка Александровича, ĕçре пулăшнă. Вăл унта Центросоюзăн хатĕрлев пунктĕнче çăмартасем сортлакан çĕрте тăрăшнă. Ывăлĕ счетоводра вăй хунă.
- Пĕррехинче пирĕнтен инçех те мар кĕрĕслетнĕ сасăсем çине-çинех илтĕнме пуçларĕç, - аса илсе каласа пама тытăнчĕ Михаил Лукич. "Ан пăлханăр... Ку тревога çеç", - терĕç пире. Тепĕр тăватă кунтан В.Молотов /ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ/ радиопа вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Ытларах ваттисемпе ĕçлеттĕмĕр те кĕçех вĕсем пурте килĕсене саланса пĕтрĕç. Фронта хăйсен ирĕкĕпе каяс текенсене заявлени çыртарма тытăнчĕç. Соколовский хушаматлă рабочи:
- Миша, атя эпир те çыратпăр заявлени. Мускава пĕрле хỹтĕлĕпĕр, - терĕ мана. Пĕр шухăшласа тăмасăрах эпĕ килĕшрĕм. Тĕрĕссипе каласан, ун чухне вăрçă хаяр та нумай вăхăта пырасса никам та пĕлмен çав...
Ун хыççăн пире хамăр кантуртах çар тумĕ, брезентран тунă атă пачĕç /ку 1941 çулта июлĕн 7-мĕшĕнче пулчĕ/. Вара пĕр шкул умĕнче машина çине лартрĕç те Можайски шоссепе илсе кайрĕç.
Çапла вара вĕсем Хĕвеланăç фронтне лекеççĕ. 1942 çулта октябрь уйăхĕ вĕçнелле нимĕç çарĕсене Мускав çывăхĕнчен сирсе янă тапхăрта шăпах хаяр вăрçă операцийĕсене хутшăнма тивет Михаил Лукича. Унта вĕсем çитмĕле яхăн салтак пулнă.
- Малтанах пире тупăсем паманччĕ-ха. Çавăнпа та окопсем чавма хушрĕç, - ассăн сывласа илсе тĕплĕнрех каласа пама тытăнчĕ вăрçă ветеранĕ. - Эпĕ командир хушăвĕсене пурнăçлаттăм: тĕрлĕрен пакетсемпе çỹресе çыхăнусем йĕркелеме пулăшаттăм. Кĕçех тупăсем кỹрсе килсе вăрмана вырнаçтарчĕç те взводсем йĕркелерĕç. Мускав çывăхĕнче тăраттăмăр эпир. Пирĕнтен аякра мар бомбăсем çурăлма тытăнчĕç. Вара ирĕксĕрех пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçма, маневр тума лекрĕ. Çапла пĕррехинче, Верея хулинчен тухса пĕр ял патне çитсен, хамăр ял çыннине Николай Миронова ăнсăртран тĕл пултăм. Ку хĕлле пулчĕ. Командирпа пĕрле çул урлă каçаттăмăр та пирĕн ума пĕр салтак тухса тăчĕ.
- Ку Коля пичче вĕт! - тесе савăннипе хыттăнах чăвашла каларăм. - Манăн янташ ку. Пĕр ялтан, - терĕм командира ăнлантарса.
- Яла çитер-ха. Унта кăштах тăратпăр, тĕл пулан, калаçан, - ирĕк пачĕ вăл мана.
Хушса каласан, Патти каччипе - Глеб Осиповпа та пĕр вăхăт службăра пĕрле пулнăччĕ эпир.
Çапла, Верея, Нарофоминск, Красная Пахра /унтан Кремль те курăнатчĕ/ хулисенче пулнă чухне чакса пынă пирĕн батарея. Лашасемпе турттараттăмăр тупăсене. Техника çитмен. Кĕçех "Каялла пĕр утăм та чакма юрамасть!" - тесе приказ пачĕç. Эпир Нарофоминск хули патне куçрăмăр. Унтан инçех мар Истра юхан-шыв юхса анать. Шăпах çав вырăнтан наступление кайнă чухне тăшман пульлисем мана хырăмран сулахай тата сылтăм енчен икĕ тĕлтен амантрĕç...
Малалла каласа панă тăрăх, Михаил Лукич ун хыççăн Горьки облаçĕнчи Дзержинск хулинчи госпитальте сипленнĕ. Тăватă уйăх ытла выртма тивнĕ ăна. Кайран каллех çар ретне тăрать. Саратов облаçĕнчи Пугачев хулинчи запасри 27-мĕш артиллери полкне лекет, оруди командирĕ пулса тăрать.
Тăшман çарĕсене аркатса пирĕннисем малаллах кайнă. Паттăр салтак та хăйĕн дивизийĕпе Эстоние çитет. Пярну хулинче Шалти ĕçсен министерствин çарĕн чукун çул кĕперĕсемпе тиевлĕ вакунсене сыхлас енĕпе ĕçлекен 210-мĕш полкра службăра 1946 çулччен пулать.
М.Лукина Нарофоминск хули çывăхĕнче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнăшăн I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, "Хăюлăхшăн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти юбилей медалĕсемпе наградăланă.
Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн пĕр çултан тин демобилизаци йĕркипе тăван ялне таврăнать вăл. Фронтри хастарлăхпа мирлĕ ĕçе кỹлĕнет Михаил Лукич: пĕр хушă Калинин ячĕллĕ колхозра уй-хир бригадирĕнче, ун хыççăн ферма заведующийĕнче, кайран каллех коллективлă хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать. Аманнă хыççăн яла отпуска килсен Чăрăшçырма хĕрĕпе, Раиса Павловнапа, çемье çавăраççĕ. Пиллĕк ача пулнă вĕсен. Шел, хăрушă чире пула мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕрет. Мĕн тăвăн? Пурнăç малаллах шăвать, вăрçă ветеранĕ хăйсен ялĕн хĕрĕпе, Ольга Максимовнапа, пĕрлешсе икĕ ача пăхса ỹстереççĕ.
В. МИРОНОВ,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.