Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пайщиксен пухăвĕ

о Потребкоопераци

Пайщиксен пухăвĕ

Кавалти пайщиксен пухăвĕнче райпо экономисчĕ Л.Макарова сăмах илчĕ. Вăл Вăрмарти райпо 2004 çулта мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Йывăрлăхсем нумай пулсан та халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Пăвакасси пек пĕчĕк ялсенче магазинсене хупман, ĕçлеççĕ. Кун пек ялсенче тупăш илейместĕн, анчах унта та çынсем пурăнаççĕ вĕт.

Унтан Кавал магазинĕнче вăй хуракансем В.Чумычкина тата З.Кудрявцева хăйсен ĕçĕ çинчен отчет туса пачĕç.

- Тăрăшатпăр, - терĕç вĕсем, - малтан палăртнинчен халăха таварсем ытларах та сутнă. Халăхран сĕт пуçтаратпăр, кивĕ хут, çĕтĕк илетпĕр. Çынсен Вăрмара кайса çỹремелли çук. Халĕ выльăх тирĕ, çăм та пуçтаратпăр халăхран. Çынсем заявка парсан вĕсене стройматериалсемпе ытти таварсем, кирлĕ пулсан, килех леçсе паратпăр. Ку вара - илекенсемшĕн питĕ меллĕ.

Йывăрлăхсем те нумай. Ялта, пирĕнсĕр пуçне, коммерсантсен 3 магазинĕ пур. Конкуренцие тỹсме хĕн. Тепĕр чухне вĕсен таварĕ пирĕннинчен йỹнĕрех те. Халăх йỹнерех тавар патне туртăнать çав. Райпон çав тавар хакĕсене йỹнетме çук-ши?

Н.Иванова, Т.Ашмарина тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем В.Чумычкина тата З.Кудрявцева ĕçне пысăк хак пачĕç. Кавал сутуçисем тавар илекенсене хапăл туса ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Вĕсемпе пурте кăмăллă. Заявка маларах парсан кирлĕ тавара вăхăтра илсе килеççĕ. Çитменлĕхсем те пур. Тавар ассортименчĕ чухăн. Ĕçмелли-çимелли çеç тесен те юрать. Тăхăнмалли, çитцă, пусма тавраш çук. Малашне райпо руководителĕсен çакна шута илмеллех.

Ĕлĕк Кавалта пысăк пасар пулнă, унта тем те пĕр сутнă-илнĕ. Халĕ çак "темтепĕре" Вăрмар пасарне автобуспа хĕсĕнсе кайса илме тивет.

Тухса калаçакансем райпо, Кавал магазинĕн ĕçченĕсене малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла

корреспондент.



19 января 2005
00:00
Поделиться