Вăй-хăват хушать
о Пултарулăх
Вăй-хăват хушать
"Ят-сум пуçланнă ĕлĕкрен. Мĕн авалтан, йăхран, тĕпрен..." тенĕ ваттисем. Ку чăннипех те çапла. "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн ят-сумĕ те мĕн ĕлĕкренпех пырать. Район хаçачĕпе нумай çулсем çыхăну тытнă май эпĕ çакна лайăх ăнланатăп. Ял çыннин пĕр пушă вăхăт та çук пулин те эпĕ ачаранах кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратнă. Каярахпа хамăн та сăвă йĕркисем, хайлавсем, статьясем, калавсем шăрçаланма пуçларĕç. Ытларах сăвă çырма кăмăллатăп. Унта эпĕ хамăн кулленхи пурнăçа сăнласа паратăп. Малтанхи вăхăтсенче сăвăсене çыра-çыра пуçтарса пыраттăм. Вĕсем хама килĕшетчĕç пулин те халăх умне кăларма именеттĕм. Район хаçачĕпе куллен çыхăну тытнă май, пĕр сăввине унта пичетлеме сĕнсе пăхрăм. Манăн ытти статьясемпе пĕрлех сăвăсем те пĕрин хыççăн тепри кун çути курма пуçларĕç. Вăл мана татах та хавхалантарса ячĕ, вăй-хăват хушрĕ. Вĕçĕмсĕр сăвă йĕркисем пуçра шăрçаланчĕç: "Ят-сум", "Ĕмĕр пурăн", "Телейĕм", "Ман çуралнă кун", "Христос чĕрĕлни", "Аса-илỹ", "Ĕмĕт" тата ыттисем те. Çапла вара пĕр пĕчĕк кĕнеке пуххи пулса тăчĕ. Хамăн ачасене, мăнуксене асăнмалăх, кỹршĕ-аршăсене, ял-йыша парнелеме çак кĕнекене пичете хатĕрлеме пуçларăм. Çăмăлах пулмарĕ ăна кун-çути кăтартма. Ырă çынсем пулăшнипе иртнĕ çул вĕçĕнче сăвăсен пуххиллĕ "Чун-чĕре туйăмĕ" кĕнеке пичетленсе тухса ăна алла тытрăм. Чăваш пичечĕн кунĕ тĕлне ку маншăн чи пысăк парне пулчĕ, малалла ĕçлеме татах та вăй-хăват хушрĕ.
Т. НИМАКОВА,
обществăлла
корреспондент.
Вăтакас ялĕ.